Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Питрав хăна-вĕрле пухрĕ

16 июля 2019 г.

Июлĕн 12-мĕшĕнче Православи чиркĕвĕ Петрпа Павел апостолсен кунне паллă тăвать. Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ Чăваш Сурăмĕнче çулсеренех Питрав кунне (халăхра ăна Сурăм пуххи теççĕ - авт.) ирттереççĕ.  Ыт ахальтен мар, паллах,  уява Сурăмсем çак кун паллă тăваççĕ. Çакă вăл 1795 çулта Чăваш Сурăмĕнче Петр апостол ячĕпе чиркÿ лартнипе те çыхăннă. Кăçал çак уяв эрне куна лекнĕрен халăх уйрăмах йышлăччĕ. Кăнтăр тĕлне вăтам çулсенчисемпе аслă ăрурисем культура çурчĕ умĕнчи лапама пухăнчĕç. Ача-пăча тĕрлĕ аттракцион умĕнче хĕвĕшрĕ. Кам батут çинче сикрĕ, тепри карусель çинче ярăнчĕ. Шашлăк юратакансене валли те районти обществăлла апатлану предприятийĕсем пĕтĕм услови туса панă.

Уяв мероприятине вырăнти хăйтытăмлăх органĕн пуçлăхĕ Виктор Сорокин уçрĕ. Пухăннисене темиçе теçетке çул хушши паллă тăвакан Сурăм пуххи ячĕпе саламларĕ.

- Çулсеренех çак уява ку тăрăхран тухнă темиçе ăру çынни пухăнать, тăван-пĕтене пĕрле пухать. Çапла майпа асаттесемпе асаннесен йăли-йĕркине упрама тăрăшатпăр та. Сăмах май, Сурăмсене ĕçлеме ÿркенменнипе, çитĕнÿсем тунипе те пĕлеççĕ. Малашне татах та курăмлăрах ĕçсем тăвăр, ăнăçупа телей пултăр, - терĕ Петр Петрович. Ун хыççăн «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Иван Игнатьев çĕр ĕçченне, производствăра тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнисене саламларĕ. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Зоя Васильева та ял çыннисене пуçарулăхпа хастарлăхшăн, уяв ячĕпе саламларĕ.

Питрав кунĕнче чылай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене те чысларĕç. Анатолийпа Людмила Афанасьевсем, Сергейпа Лариса Никоновсем кăçал «кĕмĕл туй» паллă тунă. Викторпа Ангелина Сорокинсем пĕрлешнĕренпе 30 çул çитнĕ. Юрийпа Маргарита Алексеевсем, Николайпа Галина Мироновсем, Юрийпа Любовь Мироновсем, Александрпа Альбина Ильинсем, Александрпа Луиза Павловсем те ахах туйне уявлаççĕ. Владимирпа Татьяна Гордеевсем 35 çул килĕшÿре пурăнаççĕ. Анатри Хурасанти Владимирпа Василиса Николаевсем, Мăн Шĕвĕшри Валерьянпа Раиса Кудряшовсемпе Алексейпа Алевтина Кузьминсем сапфир туйне паллă тăваççĕ Кăçал Александрпа Мария Петровсем вара çур ĕмĕр пĕр-пĕриншĕн тĕрев. Чăваш Сурăмĕнчи Вячеславпа Маргарита Михайловсен  çемье çирĕплĕхне те изумрудпа танлаштарма пулать, 55 çул юнашар.

Ун хыççăн уява килнисене вырăнти фольклор ушкăнĕсем, Муркаш районĕнчи Йÿçкассинчен килнĕ юрă-ташă ăстисем саламларĕç. Çавăн пекех Сурăмсем чăваш эстрада юрăçисен Александр Сорокинăн, Алексей Шадриковăн, Светлана Яковлевăн, Альбина Пăрчăканăн пултарулăхне пăхса савăнчĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика