Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алăра сăрă, киçтĕк пулсан…

12 июля 2019 г.

Питĕрте унер енĕпе академи пĕлĕвĕ илнĕ ентешĕмĕр Алексей Кокель тăван ялне- Турхана - час-часах килсе çуреме майсем тупайман, çапах чунĕпе яланах унта ăнтăлнă. Çакна унерçĕн ĕçĕсем лайăх çирĕплетеççĕ.

Патăрьелсем те парăмра юлмарĕç, паллă йăхташĕн ячĕпе Пĕтĕм тĕнчери пленэр йĕрелерĕç. Турхан ял тăрăхне пархатарлă çак ĕçре район администрацийĕ, ЧР Культура министерстви, ЧР Художниксен союзĕ пулăшса пыраççĕ. Унăн координаторĕ – культурологи докторĕ Владимир Васильев профессор, пултарулăх ертуçи - Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров.

Кăçалхи, вун виççĕмĕш, пленэр утă уйăхĕн 4-17-мĕшĕсенче ĕçлет. Ăна Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа - 100 çул, Турхан шкулне уçнăранпа – 180, Алексей Кокель çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă. Ытларикун пленэр-симпозиума савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта райадминистраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР культура министрĕн заместителĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Кирилл Павлов, ЧР Художниксен союзĕн председателĕ Николай Андреев, ыттисем сăмах каланă.

Кăçалхи пленэра та ютран килнĕ художниксем хутшăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Беларуç Художниксен союзĕн, Пĕтĕм тĕнчери унер фончĕн членĕ Светлана Врублевская /Витебск/. Çавăн пекех Хусан, Чулхула, Абакан, Кемĕр, Шупашкар унерçисем Алексей Кокель çуралса уснĕ хутлăха, çут çанталăка сăрă тата киçтĕк чĕлхипе пир çине куçарĕç. Программăра кану валли те вăхăт уйăрнă, художниксем Кокельпе çыхăннă вырăнсене çитсе курĕç, УлатăрпаĔ Шупашкарпа паллашĕç. Пленэрта пурнăçланă ĕçсемпе ялти вăтам шкулта йĕркелекен куравра паллашма май пулĕ. Шупашкар çыннисем валли çав произведенисен вернисажне Чăваш патшалăх унер музейĕнче йĕркелĕç.

Çакна та палăртса хăвармалла, иртнĕ çул Турханти А.А.Кокелĕн музей-çурчĕн таврашне 2 миллиона яхăн тенкĕлĕх юсанă. Кăçал ĕç малалла тăсăлĕ, художник çуралнă çурта реставрацилĕç. Çак ĕçе пурнăçлама 4 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

Надежда СМИРНОВА

Источник: "Хыпар"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика