Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç тымарĕпе çирĕп, этем - çемйипе

02 июля 2019 г.

Çут тĕнчене килекен кашни пепкен, ỹссе çитнĕ çыннăн хăйĕн шăпи, ăраскалĕ, хуйхи-суйхи, савăнăçĕ. Пĕри кăштах çил вĕрнипе те авăнать. Теприн вара чăтăмлăхĕ çирĕп юмана аса илтерет. Этем пурнăçĕ çут çанталăк пулăмĕсем пекех шав малалла та малалла шăвать. Çакăн пек тĕслĕхлисенчен пĕри вăл Нăрваш Шăхаль ялĕнче пурăнакан Владимир Митрофанов çемйи. Ашшĕне вăл тĕлĕкри пек çеç астăвать. Ял çинче вара ун пирки ашшĕ пекех ĕçчен те пултаруллă, тирпейлĕ те хастар теççĕ.

Александр пичче Тăван çĕршыв çине ирсĕр нимĕç фашисчĕсем тапăнса кĕрсен тỹрех фронта тухса кайнă. Володя çемьере асли пулнă май шăллĕне те ĕçе хăнăхтарнă. Амăшне ачисем пулăшма тăрăшнă. Санькка аппан вара мăшăрĕ каланă сăмахсем асран тухман. Вăл ачисене лайăх ỹстерсе çитĕнтерме хушса хăварнă. Тен тек кураймăпăр та текен сăмахне те каланă. Чăнах та, пĕр çапăçура ашшĕ вилни çинчен хыпар çитет. Çакă çемьешĕн пысăк хуйхă пулнă.

Мĕн чухлĕ хура-шур витĕр тухма тивнĕ Санюк аппан. Вăл чăтнă, тỹснĕ, икĕ тĕпренчĕкне пурнăç çулĕ çине кăларнă-кăларнах.

Володя çар служби хыççăн вĕренсе тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ. Пĕр вăхăт Казахстанра ĕçленĕ. Унăн чунĕ тăван енех туртнă. Каччă яла таврăнса колхозра ĕçлеме пуçăннă. Гена та кунтах тĕпленнĕ.

1964 çулта Владимир Александрович ял хĕрĕпе Мария Максимовăпа çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр тĕп килтех юлма тĕв тунă. Санька аппа кĕçĕн ывăлĕпе тепĕр килте пурăнма пикеннĕ. Пĕртăвансем пур ĕçе те пĕрле тума тăрăшнă. Иккĕшĕ те кермен пек илемлĕ çуртсем хăпартса лартнă.

Вăхăт хăй еккипех шунă. Владимир Александровичпа Мария Павловна 3 ывăл çитĕнтернĕ. Пурте аслă пĕлỹллĕ, çемьеллĕ. Валерий Шупашкар районĕнчи Çĕньялти вăтам шкула 20 çул ытла ертсе пырать. Вĕренỹ учрежденийĕ районта лайăххисен шутĕнче. Мăшăрĕ те шкулта вăй хурать. Вĕсен виçĕ ача.

Вăталăххи - Гена - нумай çул "Труд" колхозра тĕп инженер пулса ĕçлерĕ. Мăшăрĕ - Татьяна Васильевна - ялти вăтам шкулта ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентет. Икĕ хĕр çитĕнтереççĕ.

Кĕçĕн ывăлĕ Илюш Шупашкарти пĕр тулли мар яваплă обществăра вăй хурать. Мăшăрĕ те кунтах. Вĕсен пĕчĕк Саша çитĕнет, ача садне çỹрет.

Владимир Александровичпа Мария Павловна 55 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Çемье пуçлăхĕ 35 çул пĕр улшăнмасăр тăван колхозра шофер пулса ĕçленĕ. Ăна "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе чысланă. Унсăр пуçне Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем те чылай.

Мария Павловна районти, ялти стройкăсенче вăй хунă. Ĕç стажне 44 çула çитернĕ. Темиçе хутчен ял тата район совечĕсен депутачĕ пулнă. Унăн та наградисем нумай. Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕ. Сăпайлă çемьене ял-йыш та хисеплет.

Р. ПАВЛОВА, С. Фролова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика