Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт ветеранĕсем район чысне хỹтĕленĕ

28 июня 2019 г.

ЧĂВАШ Республикин кунне тата шурă Шупашкарăмăр 550 çул тултарнине халалласа тĕп хуламăрта спорт мероприятийĕсем пайтах иртрĕç. Вĕсенчен чи кăсăкли - спорт ветеранĕсем, çỹçĕсем кĕмĕлленнĕ шурсухалсем хăвăрт чупас енĕпе старта тăни. Тĕрлĕ дистанцие илем кỹрекенсем хушшинче Юхмапа Пăла тăрăхĕн хастар спортсменĕсем те пулнă. Тури Туçаран çеç уяв ăмăртăвне харăсах иккĕн хутшăннă: Раççейри пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, баскетболла выляс енĕпе Чăваш Ен чемпионĕ Михаил Телегин (Шупашкарти 64-мĕш шкулта учительте ĕçлет) тата çăмăл атлетикăпа ветерансем хушшинче Раççей шайĕнче икĕ хутчен пăхăр призер пулнă хастар, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕлĕшпе пысăк ĕç тăвакан спортсмен, халăх академикĕ Валерий Салмин. Михаил Зиновьевич хăйĕн çулĕнчи (55 - 59) спортсменсем хушшинче 100 метра чупассипе тата çỹллĕшне сикессипе пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине тăма тивĕçнĕ. Саккăрмĕш теçеткере пыракан Валерий Иванович вара 1,5 çухрăма хыçа хăварса финиша тăваттăмĕш кĕнĕ. Дистанцие çăмăллăнах парăнтарнă ветеран куракан парнине (И. Петровăн тăваш ашшĕ чемпион тата рекордсмен пулнă вăрçă ветеранĕ пирки çырнă "Чувашский лядумег: прерванная дистанция" кĕнекине) тивĕçнĕ. Çак ăмăртурах Кĕçĕн Арапуçĕнчи Николай Григорьев ветеран 65-69 çулсенчи спортсменсем хушшинче 400 метра чупса виççĕмĕш вырăн йышăннă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика