Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăпа пилленĕ çулĕ тумхахлă, çапах аслă

28 июня 2019 г.

Шăпăр-шăпăр çăвакан ăшă çумăр кĕвви мăшăра ĕшентерсех ячĕ. Кăнтăрлахи апат хыççăн начар улпут та выртса канать тенĕ евĕр, вĕсем иккĕшĕ те пĕр кана сĕнк пулса илчĕç. Кил хуçи хăйне улталаса арăмĕпе пĕрлех куçне хупрĕ пулин те ыйхи ăна лăплантараймарĕ. Петр Иванович çав хушăра шăпа пилленĕ тумхахлă çулне тепĕр хут йĕрлесе тухрĕ. Тĕрĕссипе, çакăн валли сăлтавĕ те пулчĕ. Темиçе кун каялла çеç саккăрмĕш теçеткене вакланă ятпа пуçтарăннă уявра Алманчăра пурăнакан П. Киргизов ку таранччен аслă çулпа тĕрĕсех утса тухнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Ăна юбилей ячĕпе кĕрекене пуçтарăннă тăван-пĕтенĕ чуна ăшăтакан ырă та ăшă сăмахсемпе саламларĕ. Арçынла чăтăмлăхне хытарса пăчăртанса тухнă куççулĕ ун чухне чĕрине çу сĕрнĕ пекех туйăнчĕ...

Пĕр-пĕрне 48 çул çур сăмахран ăнланса пурăнаççĕ Петр Ивановичпа Вера Федоровна Киргизовсем. Хуçалăхĕ тĕреклĕ, кил-тĕрешĕ тирпейлĕ, куç тулли ачисемпе ытармалла мар мăнукĕсем... Çапах та çамрăклах тайăлнă пурнăçа ура çине тăратса паянхи шая çитерме кил хуçине çăмăл, ансат пулнă-ши? Çук, паллах! Вăрçă синкерлĕхне пула амăшĕ пилĕк ачана пĕччен çитĕнтернĕ. Петя (вăл урăх аттерен) çемьере кĕçĕнни пулнине пăхмасăрах турта çине таянса ỹснĕ тиха пек мĕн ачаран ĕçе кỹлĕннĕ. Питĕ лайăх ас тăвать, тепĕр чухне килте нимĕн те çиме пулман. Çăкăр пĕçерме çăнăхĕ çук... Пахчари çĕрĕ йỹçек пулнăран унта та нимĕн те çитĕнтерсе илеймен. Уласа йĕни ачасене йывăрлăхран тухма пулăшман- çке. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕвĕпе те пысăк мар Петя çиччĕмĕш класран вĕренсе тухнă-тухманах Тутар Республикине уйăхне сакăр пăт тырăлла кĕтỹ кĕтме çырăннă. Ĕне-сурăхсен йышĕ сахал пулман: 150 пуç! Çăвĕпе иккĕн астунă вĕсем "чĕлхесĕр янаварсене". Кỹпĕнсе вилесрен те, инкек-синкекрен те хăрама пĕлмен. Ун пирки шутламан та пулĕ. Пĕр шĕвĕркке çеç ача виçĕ уйăхра 24 пăт тырă ĕçлесе килнинчен ял çынни те, кỹрши-арши те тĕлĕннĕ ун чухне. "Çав ятпа анне илсе панă пальтопа темиçе хĕл каçрăм..."-_ савăнса аса илет Петр Иванович хăй вăйĕпе ĕçлесе çемьене ура çине тăма пулăшнă самантсене.

Пурнăçăн кашни пăрнăçĕ - уйрăм страница. 1954 çулхи майăн 30-мĕшĕ Киргизовсемшĕн çеç мар, Алманчă ял историйĕшĕн те синкерлĕ, хурлăхлă самант. Ачасен айăпĕпе (лупас айĕнче кăвайт чĕртсе çăмарта пĕçерме пикеннĕ-мĕн) тăр кăнтăрла харăсах пилĕк кил вут мăшкăлĕ пулнă, тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă, пĕр çын вилнĕ. Çак хурлăха пула ун чухне ял çыннисем пĕри те вăййа тухман, купăс сассине те кăларман.

- Йĕпе çине сапа тенĕ евĕр пысăк инкек йăтăнса анчĕ пирĕн çине. Ун чухне эпĕ пилĕк çулта çеç пулнă. Пĕтĕмĕшпе веçех ас туса та пĕтейместĕп. Анне ун хыççăн пĕчĕк тăм пỹрт лартрĕ. Эпир Алюш тетепе тата аннепе кăмака çинче выртса пурăнтăмăр, ытти ачасем кам ăçта килчĕ унта темелле. Икĕ çул çапла нушалантăмăр... - хурланнине çĕнтереймерĕ Петр Иванович.

Тăлăхăн нуши тăхăр сыпăклă теççĕ. Каярахпа та амăшне çăмăл пултăр, йывăрлăхран тухас тесе Петя колхоза сысна кĕтỹçне вырнаçнă. Ĕç алă çумне çыпçăнмасть теççĕ. Укçи-тенкисĕр пурнăçа сыпăнтараймастăн. Каçхи мелпе вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра каччă шкул буфетĕнче ĕçленĕ. Алла аттестат илнĕ хыççăн Шупашкарта каменщика вĕреннĕ, бухгалтер курсне пĕтернĕ. Каярахпа вара ăна çамрăкла вĕренни ĕмĕр тăршшĕпех пулăшса пынă, халăх хушшинче хисеп, ят-сум илме çеç пулăшнă.

Петр Ивановичăн ĕç кĕнекинче хăш-пĕр çынсенни евĕр пĕр пичет çеç мар. Хăйĕн ăсталăхне вăл тĕрлĕ вырăнта тăрăшса кăтартнă. Бухгалтерта, перекет кассинче, заготовительте, кладовщикре, сĕт пуçтарнă çĕрте, снабженецра тата ытти çĕрте ĕçлесе те яланах хăйĕн тỹрĕ чунлăхĕпе палăрнă, ĕçе тĕплĕ те юрăхлă тума тăрăшнă. Çав вăхăтрах ялти общество пурнăçĕнчен те айккинче пăрăнса юлман. Фольклор ушкăнĕнче те юрланă, спектакльте те вылянă.

- Пурнăçра чăн-чăн арçыннăн çурт хăпартмалла, йывăç лартмалла, ача-пăча ỹстермелле теççĕ. Хамăн тивĕçĕме пурнăçланăшăн паян Турра мухтатăп, тав тăватăп. Эпир мăшăрăмпа - Вера Федоровнăпа -килĕштерсе пурăнса такăрлатнă сукмакран ачасемпе мăнукăмсем малашне анлă çул туччăр...-терĕ Петр Иванович пурне те ырă сунса.

А. ЕГОРОВА

 

Источник: "Знамя труда" (Ядринская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика