Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни кун ырă самантсемпе асра юлчĕ

21 июня 2019 г.

Кашни кун ырă самантсемпе асра юлчĕ

Тĕмерти вăтам шкулти «Пултарулăх академийĕ» лагерьте кăçал та 20 ача хаваспах сывлăхĕсене çирĕплетрĕ. Лагерьти кашни кун усăллă ирттĕр тесе ятарлă ĕçсен программине хатĕрлесе ăна кă-çалхи Театр çулталăкĕпе çыхăнтарма тăрăшнă.

Лагерьти кашни ир зарядкăран пуçланчĕ. Апат çинĕ хыççăн Валентина Ильинична Сучковапа Татьяна Геннадьевна Яковлева воспитательсем ертсе пынипе тĕрлĕ интереслĕ мероприятисем йĕркелерĕç. Музыкăпа, театрпа, радио-телевиденипе, кинопа çыхăннă хăш-пĕр пулăмсен историйĕпе паллашрĕç канакан ачасем. Хăйсем те тĕрлĕ конкурссенче юрăçсем, актерсем, модельерсем, художниксем, ташă ăстисем пек пулса пултарулăхне кăтартрĕç.

Çапла кашни вĕренекен хăйне кăмăла каякан заняти тупма пултарчĕ. Туслăха татах та çирĕплетме пулăшрĕ лагерьти пурнăç. Борис Алексеевич Емельянов тренерпа спорт вăййисене хутшăнса, бассейна шыва кĕме çÿресе сывлăхне çирĕплетрĕç. Çут çанталăкра пулни те кăмăл-туйăма хăпартрĕ. Марина Роштовапа Надежда Воробьева поварсем тутлă апатпа сăйланипе, Инна Козлова медсестран, Николай Жилкин автобус водителĕн, Зоя Соколова техслужащин ĕçĕпе те кăмăллă юлчĕç.

«Лагерьти кашни кун пирĕншĕн ырă самантсемпе асра юлчĕ. Тавтапуç канма, сывлăха çирĕплетме тĕрлĕ майсем туса панăшăн»,_ терĕç ачасем хăйсемшĕн тăрăшакансене ăшă сăмахсем каласа. Паян вĕсем лагерьпе сывпуллашрĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика