Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Астăвăм ывăçĕ"

21 июня 2019 г.

Июнĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри "Астăвăм ывăçĕ" çарпа патриотла акцие старт парать. Унпа килĕшỹллĕн Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенче пынă Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксен вил тăприйĕсем çинчен илнĕ çĕре ятарлă контейнерсене ("салтак енчĕкĕсем") хураççĕ. Кун хыççăн çĕре артиллери снарячĕсен гильзисене вырнаçтараççĕ те Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Тĕп храмĕн историпе мемориал комплексне упрама параççĕ.

Мероприяти Шупашкарта 12 сехетре пуçланать. Акци Б. Хмельницкий урамĕнчи çар служащийĕ- сене пытарнă тăванла масарта иртет. "Астăвăм ывăçĕ" акцие республикăри 14 муниципалитетра йĕркелеме палăртнă. Вĕсенче Тăван çĕршывăн вăрçинче вилнĕ салтаксене пытарнă вырăнсем пур.

Çак кунсенче пирĕн районта та иртрĕ çарпа патриотла акци. Унта Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов, Нăрваш Шăхаль, Турхан, Сăкăт ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Н. Раськин, А. Еремеев, Л. Чернов, Пăлапуç Пашьел, Турхан, Патăрьел чиркĕвĕсен пачăшкисем И. Спринсян, П. Забегаев, А. Синяков, вĕренỹ учрежденийĕсенчи çамрăк армеецсен подразделенийĕсем, районти обществăлла çар организацийĕсен представителĕсем, вăрçăра пуç хурса темиçе çултан тăван тăрăхра ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă виçĕ ентешĕмĕрĕн - Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ Константин Николаевич Савельевăн (Тверь облаçĕнчи Ржевски районĕнчи Полунино ялĕ патĕнче пуç хунă), Турханти Мирон Алексеевич Кудряшовăн (Мускав облаçĕнчи Одинцовски районĕнче пуç хунă), Сăкăтри Петр Иванович Тинюковăн (Смоленск облаçĕнчи Глинковски районĕнчи Беззаботы ялĕ патĕнче пуç хунă) тăванĕсем хутшăнчĕç.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика