Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайсем - чемпионсем

17 мая 2019 г.

Тăвайсем - чемпионсем

Уйăх пуçламăшĕнче Канаш хулинче шкул ачисем хушшинче шахматла хăвăрт выляссипе тата вырăс шашкипе турнир иртрĕ. Унта Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем те, спортăн ку енĕсемпе хăйсен ăсталăхне ача-пăчапа çамрăксен районти центрĕнче ÿстерекенсем хастар хутшăнчĕç.

Палăртма кăмăллă, пирĕн район вĕренекенĕ-сем шахматпа та, вырăс шашкипе те чемпионсем пулса тăчĕç. Çапла Софья Иванова, шахматпа пĕрремĕш вырăна тухса, Канаш хулин чемпионки ята çĕнсе илме пултарчĕ. Арçын ачасем хушшинче Тимофей Михайлова çитекенни пулмарĕ. Вырăс шашкипе вара хĕрачасем хушшинче Наталья Степанова, арçын ачасенчен Леонид Филиппов чемпионсем пулса тăчĕç. Çакăнсăр пуçне Софья Иванова вырăс шашкипе, Наталья Степанова шахматла выляссипе те иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Тимофей Михайлов вара шахматпа çеç мар, вырăс шашкипе те маттур пулчĕ, иккĕмĕш кăтарту турĕ.

Турнира хутшăннисенчен чи çамрăкки те Тăвайран пулчĕ, вăл - улттăри Богдан Потапов. Вырăс шашкипе ăмăртса виççĕмĕш вырăна тухмашкăн ăна мĕнпурĕ те 1 очко кăна çитеймерĕ. Вăл хула экс-чемпионне Андрей Кутова çĕнтерме пултарчĕ вырăс шашкипе. Шахматпа та кăтартусем начар мар унăн.

Çапла вара пирĕн шашистсемпе шахматистсем халĕ июньпе август уйăхĕсенче Чăваш Республикинче шкул ачисем хушшинче иртекен чемпионата хутшăнаççĕ. Ăнăçусем сунар вĕсене.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика