Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçа ачаран упрар

17 мая 2019 г.

Куçа ачаран упрар

Ачасен сывлăхне сыхлас енĕпе шкул медицинин çĕнĕ профилактика модельне туса хуни пĕлтерĕшлĕ проектсен шутне кĕчĕ. «Шкул медицини» проект шкул ачисен сывлăхне çирĕплетме, ачасен тата ашшĕ-амăшĕн сывлăхпа çыхăннă яваплăхне ÿстерме пулăшать, палăртнăччĕ Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Проектпа килĕшÿллĕн малтанах республикăри 27 шкулта куçа упракан пунктсем уçма палăртнăччĕ, çав шутра пирĕн районта та. Тăвай шкулĕнче вăл 2018 çулхи апрель уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Унтанпа çулталăк çитрĕ, çавна май хăш-пĕр пĕтĕмлетÿ-сем тума пулать.

«Çамрăксен куçне упрас тата сиплес енĕпе ятарлă кабинет ăнăçлă ĕçлесе кайнипе шкул коллективĕ те, ашшĕ-амăшĕ те питĕ кăмăллă»,- пĕлтерчĕ шкул директорĕ В.М.Кириллова.

Тухтăр сĕнĕвĕсене тĕпе хурса сиплев ĕçне А.Сергеева медсестра йĕркелесе пырать (сăн ÿкерчĕкре). Вĕренекенсен куç кураслăхĕ сывату курсĕ хыççăн мĕнле улшăннине ятарласа уçнă журналта палăртса пырать вăл. Тĕпрен илсен, туса ирттерекен ĕç-хĕлĕн лайăх результачĕ тишкерÿрен те курăнчĕ.

Сиплевре офтальмомиотренажер-рефлексаторпа, кураслăха лайăхлатма, куç функ-цийĕсене тĕрĕслесе тăма пулăшакан «Ручеек» ТАК-6 аппаратпа, ятарлă куçлăхпа усă кураççĕ. Кабинета таблицăсемпе, куçа упрассипе çыхăннă плакатсемпе тивĕçтернĕ. Алевтина Григорьевна куллен 20-25 ачана йышăнма ĕлкĕрет. Унта пулнă кун ятарласа уйăрнă пÿлĕме 11 «б» класрисем çÿретчĕç. «Куç начарланма пуçласанах çийĕнчех сипленме тытăннăран-и, халĕ аванланнине туятăп»,- кăмăллăн хуравларĕ вĕсенчен пĕр арçын ачи.

Алевтина Сергеева медсестра хăйĕн ĕçне чунтан парăнса туса пынине вĕрентекенсенчен те илтме тÿр килчĕ. Сывлăх сыхлавĕнчи стажĕ 20 çултан та иртнĕ унăн. Тăвай шкулĕнче 2006 çултанпа вăй хурать, професси ăсталăхне тĕрлĕ курссенче ÿстерсе пырать. Акă, çу уйăхĕнчи уявсем умĕн кăна черетлĕ вĕренÿре пулчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика