Отдел образования администрации Янтиковского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выпускниксемшĕн - юлашки шăнкăрав

24 мая 2019 г.

Выпускниксемшĕн - юлашки шăнкăрав

Чăваш Енри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче çу уйăхĕн 22-25-мĕшĕсенче «Юлашки шăнкăрав» уява халалланă савăнăçлă линейкăсем иртнĕ. Асăннă мероприятисене вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, патшалăхпа общество органĕсен представителĕсем, ĕç тата вăрçă ветеранĕсем хутшăннă.

Кăçал республикăри шкулсенчен пурĕ 6,1 пин ача вунпĕрмĕшсем (пĕлтĕр - 5,8 пин вĕренекен) тата 12,3 пин çамрăк тăххăрмĕшсем вĕренсе тухаççĕ.

Районти вунă шкулта пурĕ 1553 ача пĕлÿ пухать 2018-2019 вĕренÿ çулĕнче (пĕлтĕр - 1550), çав шутра пĕрремĕшсем - 154, тăххăрмĕшсем - 163, вунпĕр- мĕшсем 91 вĕренекен. Кăçал Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен регионри этапĕнче К.Мулакова çĕнтерÿçĕ (Тăвай), М.Михайловпа К.Медведева (Тăвай), А.Терентьев (Тушкил) призерсем пулса тăнă.

Тăрмăшри вăтам шкулта «Юлашки шăнкăрав» уяв йăлана кĕнĕ пек урамра, шкул çурчĕ умĕнче иртрĕ. Шанчăклă пуласлăха йыхăрчĕ вăл çамрăксене.

Малтан Чăваш Республикин ялавне çĕклерĕç.

«Хаклă выпускниксем, сирĕн умри çул уçă, яка, вăрăм пултăр,-тесе пуçларĕ калаçăвне шкул директорĕ С.Николаева. -Кăçал вунпĕрмĕш класран - 6, тăххăрмĕшĕнчен 18 çамрăк вĕренсе тухать. Хăвăр ăнтăлăвăрпа, пултарулăхăрпа чылай савăнтартăр пире, вĕрентекенсене, йывăрлăхсенчен ан шикленĕр, каялла ан чакăр, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвăр».

Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - пай начальникĕ В.Чайкин сăмах илчĕ. «Сирĕн ĕçĕр-хĕлĕр çĕршыв аталанăвĕнче сулмаклă пултăр. Юратакан професси суйласа илсе хамăр районах таврăнăр. Тăван яла, шкула, вĕрентекенсене, аçăр-аннĕре ан манăр. Телейлĕ пулăр, утăм хыççăн утăм тăвăр»,-ырă сунчĕ Валерий Васильевич.

Тăрмăшри шкултан вĕренсе тухакансене, тăххăрмĕшпе вунпĕр- мĕшсене Тăрмăш ял тăрăхĕн пуç-лăхĕ В.Николаева, вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Л.Кондратьева, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Г.Павлов, ялти шкулчченхи учрежденин заведующийĕ Н.Ершова, класс ертÿçисем - Э.Михайловапа С.Васильева, пĕрремĕш вĕрентекенсем - Е.Матросовапа Н.Москвина, аш-шĕ-амăшĕсем - И.Матросовапа Н.Поликарпова ăшă сăмахсем каларĕç. Тĕрлĕ предметсен олимпиадисенче мала тухнă çамрăксене, ĕçре палăрнă педагогсене Хисеп грамотисем, Тав çырăвĕсем, медальсем пачĕç савăнăçлă линейкăра.

Пĕрремĕш класран вĕренсе тухакансем, аслă юлташĕсем пекех маттур пулма сăмах парса, сăвăсем каларĕç.

Тăххăрмĕшсемпе вунпĕрмĕшсем шкулпа сывпуллашнине сăнлакан лайăх сценарисем хатĕрленĕ, юрларĕç, ташларĕç, вĕрентекенĕсемпе ашшĕ-амăшĕсене тав турĕç.

Çакăн хыççăн таврана юлашки шăнкăрав сасси саланчĕ. Çанталăк хĕвеллĕ тăнипе уяв курма килнисем нумайăнччĕ, тăвăллăн алă çупрĕç вĕсем. «Умри экзаменсене лайăх паллăсемпе кăна тытăр. Сирĕн пурнăçра çутă çăлтăрсем кăна çуталччăр, малашлăхăр ырă пултăр»,-тесе сунчĕç выпускниксене пухăннисем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика