Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван кĕтесĕм чуна çывăх

11 июня 2019 г.

Яланхи йăла-йĕркепе июнĕн 1-мĕшĕнче кăçал та Мартынкасси тăрăхĕнче пурăнакансем ял уявне ирттерме илемлĕ вырăна - шкул вăрманĕ çумне вырнаçнă клуба пуçтарăнтăмăр. Никамшăн та тĕлĕнтермĕш мар халĕ ялсем пушанса пыни. Мартынкассисен йышĕ те сахалтарах пулчĕ. Клуб çумĕнчи обществăлла канаш тĕплĕн хатĕрленнине палăртмалла. Клуб таврашне тирпейлесе илемлетнĕ. Çепĕç кĕвĕ кунĕпех янăрарĕ.

Шăп кăнтăрла тĕлĕнче Мартынкасси тата Мăн Шĕвĕш  клубĕсем çумĕнчи фольклор ушкăнĕсем праçнике юрă-ташăпа уçрĕç. Уяв хуçисем хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Савăнăçлă мероприятие  Марина Ящикова ертсе пычĕ. Сумлă хăнасем сăмах илчĕç. Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Сорокин, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Петр Павлов пурне те уяв ячĕпе саламларĕç. Мана та сăмах пачĕç. Эпĕ ял историйĕпе кĕскен паллаштартăм. Ял 1858 çулта хут çине çырăннă. 1970 çулта 93 хуçалăхра 380 çын пурăнни паллă. Хальхи вăхăтра хĕл кунĕсенче 34 килте çутă çунать. Çулла тепĕр 20 ытла хуçалăха пахча çимĕç лартса ÿстерме килсе çÿреççĕ.

Мартынкассинче вĕреннĕ çынсем йышлă пулнă. Вĕсен шутĕнче наука енĕпе ĕçлекенсем те пур. Тĕслĕхрен, филологи наукисен профессорĕ Виталий Сергеев, филологи наукисен кандидачĕ Ираида Михайлова, истори наукисен кандидачĕ Петр Павлов, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Герман Архипов, техника наукисен кандидачĕ Николай Михайлов тата Александр Павлов. Пирĕн ялта çуралса ÿссе аякка тухса кайнисенчен Багровсем паллă вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем вырăссем пулнă. Ял çыннисенчен награда илме тивĕçнисем те чылай. Матвей Багрова «РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ» ят панă. Ăна Ленин орденĕпе те чысланă. Пысăк наградăна Мартынкасси шкулĕнче ĕçленĕ Анастасия Архангельская та тивĕçнĕ. Анфиса Багровăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне панă. Йĕпреç райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă Виктор Багрова та Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чыс тунă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 2-мĕш степеньлĕ, «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденĕсене те тивĕçлĕ пулнă. Шур Пусай ялĕнчи Иван Павлов, Мартынкассинчи Алексей Владимиров - Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем.

Яков Александров бригадира, Гурий Егоров тракториста Арсентий Павлов ферма заведующине «Хисеп палли» орденпа чысланă. Вăрçа хутшăнса паттăрлăх кăтартнисем те асрах. Василий Антонова, Степан Морозова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденне панă. Энехмет ялĕнчи Матвей Михайлов профессор Хĕрлĕ Çăлтăр орденлă пулнă. Архип Петров, Илья Матвеев, Геннадий Куприянов, Софрон Никифоров - 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденне тивĕçнĕ. Григорий Горшков артист пултарулăхĕпе палăрнă, анчах вăрçă хирĕнчен тухайман. Алина Кириллова вара «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки» ят çĕнсе илнĕ. Пирĕн тăрăхран тухнă Геннадий Николаевпа Виктор Петров - пултаруллă художниксем. Аркадий Мартыновский, Геннадий Куприянов подполковник - çар çыннисем. Ял хуçалăхĕнчи кулленхи ĕçре Петр Багров, Григорий Александров, Леонид Никифоров та ырă йĕр хăварнă. Иккĕшĕ те тимĕрçĕсем. Çăматă йăвалакан ăста та пулнă ялта. Ку - Александр Иванов. Вăл ыттисене хăй ĕçне алла илме пулăшнă. Ялти клуб çумĕнчи пултарулăх коллективне хутшăнакансем ырă ĕç тăваççĕ. Кусем Р.Васильева, Ю.Васильева, Н.Афанасьева, И.Степанова. М.Иванова, Е.Иванова, Л.Владимирова, А.Ящикова. Уява пухăннисене вырăнти тата Мăн Шĕвĕшри фольклор ушкăнĕсем савăнтарчĕç. А.Ильина, О.Дубинина, В.Багровпа Г.Антонов культура ĕçченĕсем уява хаваслă ирттерессишĕн чылай тăрăшрĕç.

Вениамин АРХИПОВ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика