Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 90 çулĕ сисĕнмерĕ, иртрĕ, юлчĕ хыçала…

04 июня 2019 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен, вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăн çуралнисене пурнăç пĕр хĕрхенỹсĕр авнă та хуçнă. Алла тетте тытса вылямалла чухне тăварлă куççулĕсене шăлса, шăлĕсене çыртса аслисене пулăшнă. Тĕрĕссипе, вĕсен ачалăхĕ пулман тесен те йăнăш мар. Пĕчĕккĕллех вĕсем амăшĕсемпе юнашар ĕçленĕ, хăйсенчен кĕçĕнрех шăллĕ-йăмăкне пăхнă. Туçари Т. Калинина та çак шăпаран иртеймен. 1929 çулта çуралнăскер самана хурипе шуррине самаях ас тивнĕ. Тамара аппа пиллĕкмĕш класран вĕренсе тухнă чухне фашистла Германи Совет Союзне тапăнса кĕнĕ. Çамрăк хĕр ачан малалла вĕренесси çакăнпа вĕçленнĕ. Вăл амăшĕпе пĕрле фермăна çỹреме пикеннĕ, ăна пăрусем пăхма пулăшнă.

- Вăрçă вăхăтĕнче те, ун хыççăн та терт-нушине нумай курнă ĕнтĕ. Çимелли çуккипе крахмалпа курăк шỹрпипе кăна тăнă вăхăтсем те пулнă. Кăшт çитĕнерехпе сысна ферминче хам тĕллĕн вăй хума пуçларăм. Витесем Вăтаелне каякан çулăн сылтăм енче вырнаçнăччĕ, халь çав вырăнта лаштра икĕ йăмра ларать. Çуркунне Пăла сарăлнă вăхăтра ейỹ хуралтăсем патнех çитетчĕ. Хĕрсемпе сыснасем патне урапа кỹлнĕ лашапа кĕрсе çỹреттĕмĕр, - аса илет йывăр вăхăтсене 90 çулти Тамара Ивановна. Каярахпа Тамара аппа дояркăра ĕçлеме пуçланă. Тăрăшуллăскер кунта та малтисен шутĕнче тăнă. Фермăра 18 çул ĕçленĕ хыççăн "Гвардеец" колхозра çĕнĕ витесем тунă çĕрте, бригадăра чылай çул тар тăкнă. Çамрăксемпе пĕрле хирте çĕр выртса тырă вырнă кунсем те нумай пулнă. Хăмла татнă е çум çумланă чухне те пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçленĕ.

Вăхăт шав малалла шăвать. Т. Калинина шăллĕсем те пĕрин хыççăн тепри ỹссе çитĕннĕ, пурнăç çулĕ çине тăнă. Аппăшĕ хăй вĕренеймесĕр юлнипе тăванĕсем тивĕçлĕ пĕлỹ илччĕр тесе нумай тăрăшнă. Май çитнĕ таран укçи-тенкине те, пахча çимĕçне те панă. Вĕсемпе чăнахах та мухтанмалăх та пур. Анатолий Иванович Челяков чылай çул Шупашкарти васкавлă пулăшу больницинче (БСМП) тухтăрта ĕçленĕ. Вăл паян та тĕп хуларах пурăнать. Михаил Иванович ỹнерçĕ пулнă. Пĕр вăхăт Туçари вăтам шкулта ачасене илеме хут çине куçарма хăнăхтарнă. Сăмах май, тĕп килĕнчи хапхари сăнарсене те хăйех ỹкернĕ. Иван учительте ĕçленĕ. Николай ялта конюхра вăй хунă. Шел пулин те, паян Тамара аппапа Анатолий Иванович иккĕшĕ çеç сывă.

Ĕлĕкрен пыракан йăлапа тĕп киле кĕçĕн ывăлăн юлса ашшĕпе амăшне пăхмалла, анчах яланах ун пек пулса пымасть çав. Тамара Ивановнăна та çывăх çыннисене пăхма пỹрнĕ. Çамрăк чухне темиçе каччă та ăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă, анчах хĕр хирĕçленĕ. "Ватăсене кам пулăшать?" _ тесе шухăшланă ялан. Çаплах çамрăк ĕмĕрĕпе сыв пуллашнă. Ашшĕпе амăшĕ ку тĕнчерен уйрăлнă хыççăн тин, 1981 çулта Иваново хулин вырăсĕпе, Иван Калининпа пĕрлешнĕ. Турă вĕсене Тамара аппан куккăшĕн ывăлне пăхса ỹстерме пилленĕ.

90 çулти хĕрарăм паян хăйĕн пурнăçĕпе кăмăллă, шăпине те ỹпкелемест. Кашни ытларикунпа эрнекун вара "Авангард" хаçата чăтăмсăррăн кĕтет. Куçлăхсăрах "шĕкĕлчет". Район хыпарçине Тамара Ивановна хăçан пĕрремĕш хут алла тытнине те манса кайнă ĕнтĕ, анчах ăна çырăнмасăр пĕр çул та юлмасть.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика