Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕринчен тепри хастар

04 июня 2019 г.

Иннăпа Алла Красновăсем Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулăн 11 класĕнчен вĕренсе тухаççĕ. Иккĕшĕ те кунта кỹршĕллĕ Ишлĕри вĕренỹ учрежденийĕнчен килнĕ. Хĕрсем "пиллĕк" паллăпа çеç пĕлỹ пухнă. Анлă тавракурăмлăскерсем. Мĕн вĕреннине астуса юласлăхĕ пысăк вĕсен. Кирлĕ материала интернет урлă та тупма пултараççĕ. Ырă кăмăллăскерсем ĕçе юратаççĕ. Аслисем хушнине вăхăтра та тĕплĕн пурнăçлама тăрăшаççĕ.

Класра Инна культурăллă мероприятисемшĕн яваплă пулнă. Вăл шкулти "Чи лайăх вĕренекен - 2018" ята тивĕçнĕ. Алла вара аслă классен комитечĕн хастар членĕ.

Иккĕшĕ те шкулти, район шайĕнчи олимпиадăсене, республикăри фестиваль-конкурссене, наукăпа практика конференцийĕсене хастар хутшăннă. Вĕсенче малти вырăнсене йышăннă. Дистанциллĕ конкурссемпе олимпиадăсене те явăçаççĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ И. Я. Яковлев çулталăкне халалланă интернет-олимпиадинче, "К. В. Иванов ячĕллĕ чăваш драма театрне - 100 çул" викторинăра, математикăпа ирттернĕ тĕнчери "Старт" конкурсра çĕнтерỹпе палăрчĕç. "Excelsior" фестиваль-конференцисенчен пĕр çул та юлмаççĕ.

Шкулти "Ырă чĕре" ирĕклĕ команда членĕсем хĕрсем. "Тирпейлĕ ял", "Таса çыран", "Симĕс планета", "Тăван шкула пулăшатпăр", "Ыр кăмăллăх", "Астăвăм", ытти акцисене хастар хутшăнаççĕ. Вĕсемшĕн пĕр хутчен çеç мар тав çырăвĕсене илнĕ.

Инна "Зарница" çарпа спорт вăййин финалти ăмăртăвĕсене явăçнă. Алла шкулти волейбол командин членĕ. Вăл та район шайĕнчи ăмăртусенчен пĕрре те юлман.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика