Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пĕрлехи информаци кунĕнче: Александр Федотов Муркаш урамĕсенчи тасалăха тишкерчĕ

20 апреля 2019 г.

Пĕрлехи информаци кунĕнче: Александр Федотов Муркаш урамĕсенчи тасалăха тишкерчĕ

Чăваш Енре юнкун Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çавна май Муркаш районĕнче те информаци ушкăнĕсем ĕç коллективĕсемпе, ял çыннисемпе тĕл пулса çурхи уй-хир ĕçĕсем, вырăнсенче экологи субботникĕсем йĕркелесе ирттересси, территорисене тасатса хăт кĕртесси пирки калаçу пуçарчĕç.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ - Патшалăх Канашĕн строительство, вырăнти хăй тытăмлăх, регламентпа депутат этикипе ĕçлекен комитет ертÿçи Александр Федотов информаци кунĕнче район центрĕнче тата юнашар ялсене пулчĕ. Вăл Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Андрей Мясниковпа тата «Сывлăх» спорт шкулĕн директорĕпе Александр Куликовпа пĕрле хальхи вăхăтри чи çивĕч ыйтупа - çÿп-çап пухса илсе тухассипе çыхăннă самантсене уйрăмах тĕплĕ тишкерчĕ.

Çавна май ушкăн район центрĕн Мир урамĕнчен Парковая микрорайон таранах кил картишĕсенчи контейнер площадкисен вырăнĕсене çитсе курчĕ. Тĕп урамсенче экологи уйăхлăхĕ пыни аван сисĕнчĕ. Шалтарахри кил картишĕсенче вара хальлĕхе субботниксем йĕркелемен-ха. Ял тăрăхĕн администрацийĕ çынсене апрелĕн 20-мĕшĕнче субботника тухма чĕнсе каланă пĕлтерÿсене вара темиçе çĕртех курма пулчĕ. Апла пулсан хальлĕхе унта-кунта сапаланса выртакан çÿп-çап çитес кунсенчех кил картишĕсенчен, урамсенчен «çухалмалла».

Çула май ушкăн Муркаш райповĕн территорийĕнчи çÿп-çап контейнерĕсен таврашне те курма кăмăл турĕ. Кунта вара шăпах çÿп-çап турттаракан машина ĕçлетчĕ. Контейнерсене пушатнă, патĕнчи лаптăка тирпейлекен çын водительпе юнашарах çÿрет мĕн. Чăнах та, кунти контейнерсем тавра çÿп-çап выртса юлмарĕ. Валерий Петров водитель çÿп-çап пухма яланах маршрут листипе тухнине çирĕплетрĕ. Пĕр КамАЗ çÿп-çап пухма, унта 22 кубла метр çÿп-çап тиеме пулать, вăтамран 3-3,5 сехет кирлине пĕлтерчĕ. Хыççăн вара ăна полигона ăсатаççĕ. Александр Федотов полигонра пăтăрмахсем çук-и, тесе кăсăкланчĕ. Водитель çÿп-çапа пушатса хăварассинче пĕтĕмпех йĕркеллĕ, полигонта весовщик пуррине, унта яланах техника ĕçленине, вăхăт та вăтамран 15 минута яхăн кăна кайнине палăртрĕ. Çынсем тухса пăрахнă пысăк калăпăшлă кирлĕ мар япаласане, ялсенче михĕпе тухса хуракан çÿп-çапа самосвал çине тепĕр бригада тиенине пĕлтерчĕ.

Райпо канашĕн председателĕ Борис Андреев район центрĕнчи объектсем тĕлĕшпе çÿп-çап турттарса тухасси пирки килĕшÿсем тунине, ялсенчи лавккасем тĕлĕшпе килĕшÿсем тăвас ĕç шăпах хальхи вăхăтра пынине каларĕ.

Парковая урамри контейнерсенчен те çÿп-çап турттарса тухса кайни палăрчĕ. «Йĕркеллех турттарса тăраççĕ», - палăртрĕ хăйĕн шухăшне иртсе каякан арçын. Анчах та йĕри-тавра тирпейлех мар. Мĕншĕн тесен контейнерсемпе юнашар çÿп-çап миххисем те пурччĕ, йăлара усă курнă пăрахăçа тухнă хатĕрсем те уйрăммăн выртатчĕç. Тĕрлĕ хутаç, пушă пластик савăтсем, ытти ăпăр-тапăр вара çилпе вĕçсе саланать. Çавăнпах ертÿçĕсем ку çитменлĕхе пĕтерессине çÿп-çап турттараканпа пĕрле сÿтсе явмаллине палăртса хучĕç.

Андрей Мясников каланă тăрăх, контейнер площадкисем Муркашра пурĕ 11, вĕсен шутне татах та пысăклатасшăн. Ялсенче те контейнерсем вырнаçтарсан, ял тăрăхĕнче ун пек площадка пурĕ 30 яхăн пулмалла. Хальхи вăхăтра контейнерсем лартмалли площадкăсене йĕркелес ĕç пырать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, паянхи куна документсем Роспотребнадзорта чылай вăхăт «тытăнса тăраççĕ», çавна май ĕç хăвăртлăхĕ чакать. Ял тăрăхĕн администрацийĕ вырăнти бюджет шучĕпе контейнерсем лартмалли площадкăсене йĕркелет, хыççăн йĕри-тавра карта тытса çавăрĕ.

Пирĕн районти ялсенчен хальлĕхе çÿп-çапа графикпа килĕшÿллĕн илсе тухаççĕ. Çавăнпах ялсенчи лару-тăрăва курас тесе Александр Федотов Çĕньяла çитсе курма кăмăл турĕ. Ял урамĕнче тирпейлĕ те таса пулни тÿрех куç умне пулчĕ. Çÿп-çап миххисене пухмалли вырăнта та тасаччĕ. Александр Федотов ял çыннисен ответлăх туйăмне ырларĕ кăна.

Хыççăн ушкăн Шаптакра пулчĕ. Кунти уйрăм предпринимателĕн лавкки патĕнче çÿп-çап пухнă пĕр-икĕ михĕ ларатчĕ. Сутуçă каланă тăрăх, михĕсене вĕсем ял çыннисем çÿп-çап пухакан вырăна кăлармаççĕ, «хуçи хăй тиесе илсе каять». Çÿп-çап турттарса тухассипе килĕшÿ туни пирки ыйтсан, сутуçă хуçипе калаçмаллине палăртрĕ кăна. Ялти çÿп-çап пухмалли площадка шăпах лавкка патĕнче. Çав вăхăта вăл тап-тасахчĕ. Андрей Мясников çынсем михĕсене графика кура тухса хунăран ку вырăна тирпейлĕ тытса тăма май пуррине каларĕ.

«Тепĕр темиçе çултан паллах, çÿп-çапа уйрăммăн пухасси çине те куçăпăр-ха. Çÿп-çап турттарса тухма лавкка тытса тăракан предпринимательсем те, сăмахран, пурте килĕшÿ тăвĕç. Анчах хальлĕхе ялсенчен мĕн чухлĕ çÿп-çап турттарса тухнине тĕплĕ тишкермелле. Норматив ыйтăвне татса парса тариф ыйтăвне те татса памалла»,- палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Александр Федотов.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика