Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман тусĕ

22 мая 2019 г.

«Хамăн профессие питĕ юратнă эпĕ. Вĕренекенсем тăван ачасем пекехтуйăнатчĕç. Халĕ те çаплах. Хăйсем те хисеплеççĕ, сума сăваççĕ мана. Час-часах тĕлпулăва чĕнеççĕ», - тет Патăрьел районĕнчи Упамсара пурăнакан Светлана Вавилова.

Учительсен çемйинче çуралса уснĕренех çак профессие суйласа илнĕ вăл.

Амăшĕ Зинаида Федотовна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче асăннă ял шкулĕнче директорта тăрăшнă.

Ашшĕ Тарас Александрович Матросов, Тури Чакăра çитĕннĕскер, вăрçăран таврăнсан Упамса шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. Каярахпа вĕсем тĕрлĕ тăрăхри шкулсенче вăй хунă.

Светлана Тарасовна та ашшĕ-амăшĕн ĕçне малалла тăснă. Малтанах Люляри тулли мар вăтам шкулта нимĕç чĕлхи, математика, физкультура вĕрентнĕ. Ĕçленĕ  вăхăтрах Тюмень облаçĕнчи Тобольскри педагогика училищинче куçăн мар майпа пĕлу илнĕ. Ун хыççăн шăпа ăна каллех Упамса ялне илсе çитернĕ. Унта 35 çул шкул сукмакне такăрлатнă, пуçламăш,килсерен 7-8-шар.«А» тата «Б»классем пулнă. Халĕ вара ял пушанса пырать», - пăшăрханса калаçрĕ Светлана Тарасовна.

Мĕн чухлĕ ачана çирĕп пĕлу парса пурнăç çулĕ çине кăларнă вăл. Вĕсенченхăшĕ-пĕри юратнă вĕрентекенĕн профессине суйланăĕ.Халĕ унăн ĕçне малаллатăсаççĕ.Çакă учительшĕн чи пысăк хисеппулнине палăртать ĕç ветеранĕ.

Мăшăрĕпе Петр Михайловичпа вĕсем виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса устернĕ.Халĕ ачисем хăйсем çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Шел, мăшăрĕ усал чире пула çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Вăл 25 çул вăрманçăра вăй хунă. Леонидпа Игорь ывăлĕсем вара пурнăçра ашшĕн ĕçне суйласа илнĕ. Вĕсем тăван ялтах тĕпленнĕ.

Сăмах май, Игорь - ял старости. Аслă хĕрĕ Лидия та аякка кайман, шăллĕсем пекех тăван ялта телей тупнă. Лариса куршĕ ялта йăва çавăрнă. Георгий вара çемйипе Чулхулара пурăнать. Ашшĕ-амăшĕн килне килсех çуреççĕ вĕсем.«Ялта пурăнаканнисем кунне темиçе хутчен те чупса килеççĕ. Сывлăхпа кăсăкланаççĕ, пулăшаççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, лайăх пăхаççĕ мана», - ачисемпе савăнать ватă.

Светлана Тарасовна чечек юратать.Пулĕмре те, пахчара та чылай вĕсем.«Тута – тутлине, куç илеме килĕштеретçке», - кăмăллăн сăмах хушрĕ кун пирки.

Унăн тепĕр киленĕçĕ пирки те каламасăр иртме май çук. Чун-чĕререн вăрмана кăмăллать вăл.«Эпĕ унсăр пурăнма пултараймастăп. Хăть хăш вăхăтра та хăй илемĕпе тыткăнлать, кăмпа-çырлапа хăналать. Вăрман маншăн - чун уççи», -терĕ ытарлăн. Ара, кăмпа-çырла вăхăтĕнче кунне икшер-виçшер хутлани те пулнă. Сиплĕ курăксем пуçтарма та уркенмест. Вĕсене типĕтсе ещĕксенче упрать.Тĕрлĕ чир-чĕртен усă курать «Эпĕ эмелпе мар, курăксемпе сипленетĕп. Вĕсене хамшăн çеç мар,çынсемшĕн те пуçтаратăп.

Мăнуксем те хĕрлĕхен курăкĕн /иван-чай/чейне кăмăллаççĕ. Вăл çав тери имлĕ курăк, чылай чиртен сиплет», - пулчĕ хурав.

Çут çанталăкпа киленсе, ачисемпе, вĕренекенĕсемпе савăнса пурăнать Светлана Тарасовна. Чунне йăпатма сурăх, чăх-чĕп усрать. Вĕсемпе калаçса кун ирттерет. Пушă вăхăт тупăнсанах вара ал ĕçтытать. Ачисем валли алса-чăлха çыхать.

Валентина ПЕТРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика