Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисем - кĕлĕре

07 мая 2019 г.

Районта çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 14 пушар регистрациленĕ. Шел пулин те, çын пурнăçĕ те вăхăтсăрах татăлнă. Шăпах нумаях пулмасть Шĕмшеш ял тăрăхĕнче çакăн пек инкек пулчĕ те. «Хĕрлĕ автан» алхаснине нимĕнле асар-писер çанталăкпа та танлаштараймăн. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнни кăна пулăшу парасси куç кĕрет. Çакна Шĕмшешсем те аванах ăнланаççĕ, çавăнпа Ма-йăн 1-мĕшĕнче вĕсем Шĕмшеш тата Çулавăç салисенчи чиркÿсен настоятелĕпе Николай Морозов иерейпа пĕрле пушар хуралĕн ĕçченĕсем ирттернĕ мероприятире пулчĕç. Кунта ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Марков, районти пушар надзор пайĕн начальникĕ Анастасия Гордеева, дознавателĕ Алексей Мешков, караул начальникĕ Андрей Игнатьев хутшăнчĕç. Пушартан сыхланас тĕлĕшпе ирттернĕ мероприятире малтан чиркÿ тавра хĕрес тата турăшсем йăтса кĕлĕ вуласа утрĕç, унтан Шĕмшеш салин урамĕпе иртрĕç. Сурăмпуç Шĕмшеш, Элеккенушкăнь, Прашкушкăнь, Çĕнушкăнь ялĕсене те тимлĕхсĕр хăвармарĕç. Кашни ялтах Анастасия Гордеева ял çыннисемпе калаçу ирттерчĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика