Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Патăрьелсем республика чысне Мускавра хỹтĕлĕç

17 мая 2019 г.

ÇĔНТЕРỸ кунĕ умĕн Çĕмĕрле хулинчи ачасен пултарулăх центрĕнче республикăри кадетсем тата çарпа патриотла йĕркелỹсен (формировани) хушшинче "Çĕнтерỹ салючĕ" ятпа пиллĕкмĕш хут смотр-конкурс иртнĕ. Унта Чăваш Енри 16 муниципалитетран 270 ытла кадет тата çамрăк армеец хутшăннă. Асăннă конкурсра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9а класри çамрăк пограничниксем (командирĕ Елизавета Солдатова, класс ертỹçи Татьяна Ильина) район чысне хỹтĕленĕ çеç мар, пысăк йышра пур енĕпе те палăрса пĕрремĕш вырăн йышăннă, кубокпа Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Командăна (16 çын) ертсе пыраканĕ Елизавета Солдатова вара виççĕмĕш çул умлă хыçлă "Чи лайăх командир" ята тивĕçнĕ.

Çĕнтерỹçĕсем çитес çул Мускавра иртекен çакнашкал "Çĕнтерỹ салючĕ" смотр-конкурсра Чăваш Республикин чысне хỹтĕлĕç. Çĕршыв шайĕнче намăс курас мар тесен çулталăк тăршшĕпе кадетсен çивĕч тупăшăва пур енлĕн хатĕрленме тивĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика