Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçри паттăрлăх

07 мая 2019 г.

1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçа хутшăннă ветерансен йышĕ çулран-çул катăлса пырать. Ара çав хаяр вăрçă çулĕ-сем кĕрлесе иртнĕренпе çур ĕмĕр çеç те мар вĕт, кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 74 çул çитет.

Телее, Ямпулат ялĕнчи Тимофей Григорьевич Григорьев, юнлă вăрçа малтанхи кунсенченех кĕнĕскер, паян кунчченех тăпкăл-тăпкăл пурăнать-ха. Аслă вăрçа хутшăннă çынсенчен пĕртен-пĕр ветеран юлнă вăл ялта. 1920 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче пуçласа кун çути курнăскер, кăçалхи раштав уйăхĕнче 99 çул тултарать. Çакна шута илсе те ĕнтĕ участокри терапевт ветеранăн сывлăхне тăтăшах тĕрĕслесе тăнине каласа пачĕ ашшĕне пăхса пурăнакан ывăлĕ Валерий Тимофеевич. Тухтăр, тĕпрен илсен, кăмăллă унпа, терĕ вăл. Тимофей Григорьевич, чăн та, темиçе çул каяллахи пек, вăш-ваш çÿреймест ĕнтĕ халь, тăн-пуçпа пулсан та, ытларах выртса тăрать. «Хаçатсене вара халичченхи пекех вăл ыйтнисене пурне те çырăнса илетпĕр»,-пĕлтерет ывăлĕ.

Апатсăр пуçне, тăтăшах чей ĕçме кăмăллать иккен тăххăрмĕш теçеткене вакласа пыракан ĕçпе вăрçă ветеранĕ. «Паланпа вĕретнине тата курăксен чейĕ ĕçме юратать»,-тет. Ултă ача - виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл - çитĕнтернĕ Тимофей Григорьевичпа мăшăрĕ. Паянхи кун тĕлне виççĕшĕ пурăнать: Валерий Ямпулатрах пулсан, иккĕшĕ Украинăра Винница облаçĕнче тĕпленнĕ. Манмаççĕ ашшĕне - апрелĕн 28-мĕшĕнче те Мăнкун уявĕпе шăнкăравласа саламланă вĕсем. Мăшăрĕ, шел те, вунвиçĕ çул каяллах çĕре кĕнĕ. Вăл упăшкинчен тăватă çул çамрăкрах та пулнă.

1940 çулхи ноябрьте Тимофей Григорьев çамрăка вырăнти çар комиссариачĕ Хĕвеланăç Украинăри Каменец-Подольский облаçĕнчи Ярмолинцы хулине кĕçĕн авиаспециалистсен шкулне вĕренме янă. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыва сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ кун Ямпулат каччи бомбардировка авиацийĕн полкĕнче механикре пулнă. «Кĕçех пирĕн самолетсем те нимĕçсен позицийĕсем çине бомбăсем пăрахма тытăнчĕç. Эпир вĕсене тăрăшсах вĕçеве хатĕрлеттĕмĕр. Самолетсем кун каçа пилĕк-ултă хутчен те вĕçсе хăпаратчĕç»,-каласа кăтартнăччĕ Тимофей Григорьевич. Анчах вăйсем тан пулман, нимĕçсем малаллах талпăннă, пирĕн çарсен вара çухатусемпе чакма тивнĕ. 1943 çулта Тимофей Григорьевичсен авиаци полкĕ Сталинград патĕн- че çапăçать. Полка çĕнĕ самолетсемпе çирĕплетнĕ. Гварди Сталинград ята тивĕçнĕ вĕсен полкĕ. Кунти контрнаступлени хыççăн вĕсен полкне Орелпа Курск пĕккине куçараççĕ.Тăшмана Курск патĕнче çĕмĕрсе тăкнă хыççăн 1943-1944 çулсенче вĕсем Белоруссие ирĕке кăларса, Польшăна кĕнĕ. Кĕçех Варшавăна хăтараççĕ, унтан Познане илеççĕ. Малалла нимĕç фашисчĕсен тĕп йăвине - Берлина штурмласси пуçланать. 96-мĕш гварди Сталинград полкĕн ялавĕ çинче Кутузов орденĕ йăлкăшать. Т.Григорьев аслă сержантăн паттăрлăхне те «Хăюлăхшăн» медаль парса палăртаççĕ. «Берлина илнĕшĕн» медале те тивĕçнĕ. Ытти наградăсемпе те чысланă ăна. Контузи пулнă ăна, пĕрех малалла çапăçнă.

Тăван ялне 1947 çулта кăна демобилизаци йĕркипе таврăннă. Алă усса ларман, тепĕр куннех ял ĕçне кÿлĕннĕ. Рядовой колхозникре, бригадирта, кладовщикре тăрăшнă вăл, садпа пахча, хăмла туса илес ĕçсене чунне панă, хăярпа помидор, çĕр çырли таранах тухăçлă çитĕнтерме пултарнă. Район хаçатне те тăтăшах çырса тăнă вăл, хăйсен опычĕпе паллаштарнă. Кил пахчинче епле майпа шултра ыхра туса илни çинчен те тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ Тимофей Григорьевич. Тĕрĕссипе каласан, çак таранчченех çĕрĕçĕ алран кайман унăн, килте те пулин тăрмашнă садпа пахчаçимĕç культурисем туса илессипе. Мĕншĕн тесен ĕмĕр тăр-шшĕпех чун выртакан ĕç пулнă уншăн çĕр ĕçĕпе кăсăкланасси, сăнавсем туса кăтартусене лайăхлатса пырасси, тухăçлă çимĕçсем çитĕнтересси.

- Çĕр çултан кая мар пурăнма Турă сывлăх патăрах ăна,-тесе ырлăх- сывлăх сунаççĕ Тимофей Григорьевича çывăх пĕлекенсем. Эпир те хутшăнатпăр çак ырă сунăма, унăн Аслă вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхĕ, мирлĕ пурнăçри хастарлăхĕ, вăрăм ĕмĕрĕ нумай-нумай çыншăн, уйрăмах çамрăксемшĕн, пурнăçра тĕслĕх пулса тăрасса шанатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика