Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксемшĕн тĕслĕх

30 апреля 2019 г.

А.Ф. Можайский ячĕллĕ Хĕрлĕ Ялавлă çарпа космос академийĕн (Санкт- Петебург хули) студенчĕ Артем Игнатьев пирĕн районти Савка ялĕнчен. Вăл ракетăпа космос комлпексĕн тата информаципе техника тивĕçтерĕвĕн тытăмĕсен факультетĕнче, космос пĕлтерĕшлĕ тытăмсене техника енчен йĕркелекен кафедрăра вĕренет.

      Артем ачаранах çар çынни пулас ĕмĕтпе хавхаланнă. Чылай тĕрĕслевсем витĕр тухнă хыççăн çамрăк ăна пурнăçа кĕртнĕ-кĕртнех. Шкулта вĕреннĕ çулсенче тĕрлĕпĕр тупăшусемпе олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене тухни те нумай пулăшнă маттура. Халĕ Савкка каччи пиллĕкмĕш курсра вĕренет, кунти мероприятисенче те хăйне тĕрлĕ енчен кăтартма ĕлкĕрет. Пирĕн ентеш 2015 тата 2017 çулсенче Мускаври Хĕрлĕ площадьре Аслă çĕнтерÿ кунне чысласа ирттернĕ çар парачĕсене хутшăннă. РФ Оборона министерствин «Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе ирттернĕ парада хутшăннăшăн» тата «Тăван Çĕршывăн аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ çар парадне хутшăннăшăн» медальсене тивĕçнĕ. Сывлăшпа космос оборона çарĕсен командующийĕ ăна тата Хĕрлĕ площадри парада хутшăннăшан панă Тав çырăвĕпе чысланă.

 Артем малашлăхри çутăĕмĕтсемпе хавхаланса пурăнать. Каччă иккĕмĕш аслă пĕлÿ илес тĕллевлĕ. «Тăван çĕршывăн шанчăклă сыхлавçи пулăп», - ыррăн ĕмĕтленет Артем.

Тăванĕсем, çывăх çыннисем мăнаçланаççĕ унпа. Мăнаçланмалла та. Ара, çак çамрăк çитĕнекен ăрушăн чăннипех паха тĕслĕх пулса тăрать: лайăх вĕренет, сиенлĕ йăла-йĕркепе туслашман, кама пулăшу кирлĕ, çавна алă тăсса парать. Унăн ыранхи кунĕçутă та хĕвеллĕ пуласса шанас килет.

Источник: За победу

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика