Новочурашевское сельское поселение Ибресинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрÿ кунсем канăçсăр ĕçре иртеççĕ

30 апреля 2019 г.

Районти çĕр ĕçченĕсем кăçалхи тыр-пул шăпин никĕсне хывма ытти çулхинчен чылай маларах пуçăнчĕç. Акана хăш вăхăтра ирттерсе янипе уйсен пулас тухăçĕ тăчă çыхăннине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. «Пирĕн тăрăхшăн çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ, - тет район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Валерий Гаврилов. - Хире 10-15 кун каярах юлса тухрăн тĕк пĕтĕмĕшле тухăçа 20-25 процент таран çухататăн. Çĕрĕç культурине устерсе, малтисен технологийĕсене ĕçе кĕртсе, çĕнĕ техникăна çул парса пынă лару-тăрура уй- хир ĕçĕсен пахалăхне тĕп вырăнта тытни гектарсен тухăçе хăпартма пулăшать. Пирĕн çĕр ĕçченĕсем çав ыйтусене тĕпе хума тăрăшаççĕ те».

Валерий Феофановичăн сăмахĕсем çумне тата çакна хушăпăр: хальхи вă­хăтра ялхуçалăх предприятийĕсем пĕр харăсах темиçе ĕç тума пултаракан агрегатсем туянаççĕ, вĕсем çĕре ĕçлесе хатĕрленипе пĕрлех тырă та, курăк та акаççĕ, ми­нерал удобренийĕ те хываççĕ. Темиçе ĕçе комплекслăн пурнăçа кĕртнипе çурхи уй-хирте пулакан тăкаксене те, тĕш-тырăсен хăйхаклăхне те палăрмаллах чакараççĕ. Чи кирли вара - хальхи йышши çĕнĕ техникăпа усă курни тăпрари нурĕке туллин упраса хăварма май парать.

Иртнĕ тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Валерий Гаврилов тата çак йĕркесен авторĕ çураки мĕнлерех пынипе паллашас тĕллевпе районти хуçалăхсен уйĕсене çитсе курчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, ялхуçалăх предприятийĕсенче, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче пуринче те çурхи тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен тухăçĕшĕн пыракан кĕрешÿ вăй илнĕ ĕнтĕ. Шел, кĕр калчисен ытларах пайĕ пĕтни уçăм пуссисен лаптăкĕсене тепĕр хут акса хăварма кирли çинчен астутарать. Ку вара çуракинчи ĕç калăпăшне ÿстерет, кунпа пĕрлех тăкаксем те пысăкланаççĕ.

«Трудовик» агрофирма» ООО директорĕ Сергей Ива­нович Ярчеев пире уйра кĕтсе илчĕ. Алексей Рома­нов механизатор çурхи тулă акатчĕ. «Паян 4 агрегат ĕçлет, акнипе пĕрлех пусăсене, нумай çул усекен курăксен лаптăкĕсене сурелетпĕр, кăпкалататпăр, ка- токпа пусăрăнтаратпăр, - терĕ Сергей Иванович. - Çyуйăхĕн пĕрремĕш вунăкунлăхĕ тĕлне акана вĕçлес тĕллевлĕ. Ара ку çул пирĕншĕн - юбилей çулĕ: хамăрăн мухтавлă ентеш, Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă тума хатĕрленетпĕр-çке. Легендăна кĕрсе юлнă Чакка йăхташĕсем юби­лее тивĕçлипех кĕтсе илессе шанатпăр».

Кăçал Пысăк Упакассисен 254 га çине çуртри акса хăвармалла. Ĕç калăпăшĕ ÿсĕ, мĕншĕн тесен кĕр кал­чисен 80 проценчĕ пĕтнĕ.

«Путиловка» агрофир­ма» ООО уйĕсенче те тракторсен кĕрлевĕ илтĕнсе тăрать. Вырăнти техника паркĕн хапхи яр уçă: çĕр ĕçлесе хатĕрлекен, тырă акакан агрегатсем пурте хăйсене çирĕплетсе панă участоксене çул тытнă.

«Пионер» агрофирма» ОООн механизациленĕ звенисем эпир пынă чухне «Красный фронтовик» тата «Искра» колхозсен пулнă уйĕсенче ĕçлетчĕç. Кунта минерал удобренийĕсене тăпрана хывнă çĕрте хăйсен рационализаторĕсем ăсталанă ятарлă техникăпа усă кураççĕ иккен. Вăл тухăçлă, тăкаксăр ĕçлет, пусă тăрăх хăй тĕллĕнех куçса çÿрет. Агрофирма та, унăн подразлеленийĕсенче те транспорт мониторингĕн тытăмĕпе топ­ливо тăкакланăвĕн тĕрĕслевне ĕçе кĕртнĕ, çак çĕнĕлĕх вырăнти инженерипе техни­ка службине пĕтĕм водительсемпе механизаторсен ĕçне пĕлсе йĕркелесе тăма май туса парать. Мĕнпур кăтартусем диспетчерăн ятарлă компьютерĕ çине пырса тăраççĕ.

Кĕлĕмкасси çывăхĕнчи пусăра тăрăшакан механизаторсем патне «Пионер» аг- рофирмăн тĕп ялĕнчен - Çĕнĕ Шелттемри столовăйран кăнтăр апачĕ илсе килчĕç. Зве­но членĕсем пурте, пусă чиккинчи çул хĕррине вырнаçса ларчĕç те техĕмлĕ яшкапа, тутлăхлă гуляшпа сăйланма тытăнчĕç. Çурхи сывлăшра апачĕ те лайăх анать иккен. Кун хыççăн çанă тавăрмасăр ĕçлеймĕнех!

Эпир «Красный парти­зан» колхозра та пултăмăр. Кунта пирĕн ушкăна Пучин­ке ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ни­колай Федоров тата асăннă хуçалăхăн тĕп агрономĕ Константин Александров хутшăнчĕç. Кăçал пучинкесен тĕш-тырăсемпе пăрçа йышши культурăсем 1000 ытла гектар çинче пулаççĕ. Иван Фоминпа Геннадий Семенов, Владимир Ива­новна Дмитрий Кириллов тытса пыракан агрегатсем акаççĕ. Максим Красновпа Геннадий Кириллов водительсем тырă акнă çĕре минерал удобренийĕ тата имçамланă вăрлăх турттарса тăраççĕ. Механизаци­ленĕ звено членĕсем пурте - вăйпитти çынсем.

Сысна ĕрчетекен «Рас­свет» УАО предприяти кăçал çурхи тырăсен лаптăкне1100 гектара çитернĕ.Николай Павловпа Сергей Орлов механизаторсем акара тăрăшуллă, вĕсем кашни кунах сменăри задание ирт­терсе тултарса пыраççĕ. «Çураки ĕç планĕпе килĕшÿллĕн мĕнпур ĕçсене Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вĕçлемелле, - палăртрĕ предприяти директорĕ, Чă­ваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Руссков.

«Çĕнтерÿ уявĕччен пирĕн те юлашки агрегат уйран кĕрĕ, - шанчăклăн пĕлтерчĕ «Патман» ялхуçалăх кооперативĕн ертÿçи Владимир Никифоров. - Икĕ агрегатпа акатпăр. Пусă çаврăнăшĕнче сĕлĕ (90 га), урпа (140 га), çурхи тулă (180 га) пулаççĕ. 100 га çинчи кĕр калчисен уйне çĕнĕрен акма тивет...»

«Пĕтĕмĕшле илсен, çурхи ака-суха ĕçĕсем сарăлса пыраççĕ, - çапла пĕтĕмлетрĕ юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – ялхуçа­лăх пайĕн пуçлăхĕ Вале­рий Гаврилов. - Тырпулçăсен ĕç пахалăхне яваплă çынсем тĕрĕслесех тă­раççĕ. Акаçăсемпе хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем тăрăх калаçусем ирттернĕ, хĕрÿ тапхăрта вут-кăвар тухасран уйрăмах сыхă та тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарнă».

                                                                                   Геннадий Кузнецов

 
 

 

 
 
 
 
 

 

Источник: За победу

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика