Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр çулпа утни ăнăçлăх кỹрет

24 апреля 2019 г.

22 апреля 2019 г.

Ялсемпе хуласенчи пурнăç лайăх еннелле улшăнасси халăх активлă, пуçаруллă пулнинчен килет. Ăна хавхалантарса, хуйхи-суйхине ăнланса çул уçса параканĕсем - вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçченĕсем. Ыран вĕсем шăпах хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Пирĕн районти муниципалитет служащийĕсене районти Культура çуртĕнче виçĕмкун чысларĕç. Уяв пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех хавхалануллă та çĕкленỹллĕ иртрĕ. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем ятарласа хатĕрленĕ презентаципе видеороликсем пурне те тыткăнларĕç. Пултарулăх коллективĕсенчен, уйрăм юрăçсенчен, ачасен ушкăнĕ-сенчен йĕркеленĕ концерт программи уява савăнăçлăрах, хаваслăрах турĕ. Хăйтытăмлăх сферинче ĕçлекенсен ячĕпе салам хыççăн салам янăрарĕ. Сумлă хăна - "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин пирĕн регионти пайĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Юрий Кислов уявпа саламланă май хăйтытăмлăх органĕсен ĕçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Çак сфера ĕçченĕсене тав турĕ. "Манăн уйрăмах ялсенче ĕçлекен депутатсене пуç таяс килет. Вĕсен ĕç укçийĕ, уйрăм компьютер е ĕçре кирлĕ ытти хатĕрсем çук, анчах та халăхăн чун ыратăвĕ, пăшăрханăвĕ пур вĕсен. Депутатсем халăх хуйхи-суйхине хăйсем çине илеççĕ, вĕсене татса парассишĕн тăрăшаççĕ. Малашне те пирĕн пĕрле ĕçлесе Чăваш Республикине хитререх те вăйлăрах тăвасчĕ", - терĕ Юрий Михайлович. Çавăн пекех вăл наци проекчĕсемпе ĕçленин усси пысăк пулнине палăртрĕ. Унтан пултаруллисене "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Тав çырăвĕпе чысларĕ. Ăна ял хутлăхĕсен пуçлăхĕ-сем Р. Белова (Сĕнтĕр- пуç), Н. Алаев (Карапаш), С. Емельянова (Кукашни), В. Кураков (Октябрьски) тивĕçрĕç. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен ячĕпе залра ларакансене Радим Почемов саламларĕ, пурнăçра телейпе савăнăç, ĕçре ăнăçу сунчĕ. "Пирĕнтен кашниех хăй вырăнĕнче тивĕçлĕн ĕçлĕ", - шантарчĕ Радим Вячеславович, сăмахне вĕçлесе. Юлашкинчен Чăваш Республикин хăйтытăмлăх органĕ-сен Канашĕн грамотисене ял хутлăхĕн специалисчĕсене Л. Михайловăна (Сĕнтĕр-пуç), И. Алексеевăна (Урхас Кушкă), Е. Алексеевăна (Шĕнерпуç) пачĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников уява пухăннисене ăшшăн саламларĕ, вĕсем пĕр шухăшлă пулнине, чăмăртанса ĕçленине палăртрĕ. Тĕрлĕ шайри депутатсене, ял старостисене кулленхи пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. "Сирĕн умра - пысăк яваплăх. Халăх пурнăçне лайăхлатасси, районăн малашлăхĕ эсир ĕçе ăнăçлă та пахалăхлă туса пынинчен килет. Пирĕн кабинетсене тĕрлĕ ыйтупа килекен çынсен шанăçне тỹ- рре кăларасчĕ. Никам та пирĕн патăртан кăмăлсăр ан кайтăр", - терĕ Анатолий Аркадьевич. Тăрăшуллисене - пай пуçлăхĕсене, район администрацийĕн тата ял хутлăхĕсен специалисчĕ-сене, ял депутачĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕ-семпе палăртрĕ. Уявăн сумлă хăнисен шутĕнче хăйтытăмлăх органĕ-сен ветеранĕсем те пулчĕç. Вĕсенчен чи асли - Шĕнерпуç ялĕнче пурăнакан 96 çулхи Нина Илларионовна ИСТОМИНА. Анатолий Аркадьевич паянхи кун та аслă ăрури ĕçтешсен ырă канашĕсемпе, пулăшăвĕ-пе усă курма май килнĕшĕн, паха опытне çамрăксем хушшинче сарнăшăн ветерансене тав турĕ, Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Кăçал "История местного самоуправления моего края" Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнса çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă Никита Ларионовпа (Сĕнтĕрпуç шкулĕ) Екатерина Германовăна та (1-мĕш номерлĕ гимнази) район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕç.

Н. КОЛЕСНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429561, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с.Бичурино, ул. Бичурина, 2
Телефон: 8(903) 359-08-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика