Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнара - студентсем

23 апреля 2019 г.

Турханти вăтам шкулта республикăри "Волонтерсем-медиксем" юхăмăн вырăнти уйрăмне уçрĕç. Мероприятие ялти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ А. Кольцов, вăтам шкул директорĕ В. Осипов, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн студенткисем Л. Панферовăпа М. Семенова, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Пĕтĕм Раççейри "Сывлăхлă пул!" акципе килĕшỹллĕн Л. Панферова "Тĕрĕс апатлану - сывлăх никĕсĕ" темăпа уçă урок ирттерчĕ. Тăххăрмĕшсем калаçăва тăрăшса явăçрĕç, ыйтусен хуравĕсене тупрĕç.

М. Семенова пирвайхи пулăшу парассипе мастер-класс ирттерчĕ. Вăл волонтер-медиксем шурă халатлисене спорт, ытти массăллă мероприятисенче мĕнле пулăшу кỹнине каласа пачĕ. Çын пурнăçне çăласси сăваплă ĕç пулнине туйрĕç вĕренекенсем. Васкавлă пулăшу машини çитиччен мĕн тумаллине ăса хыврĕç. Кашнийĕ хăй пĕлнине манекен çинче туса пăхрĕ. Кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене пĕлчĕ.

Волонтер юхăмне хутшăнакансене сертификатсем пачĕç. Вырăнти уйрăм малашне тата та ăнăçлă ĕçлесе кайтăрах.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика