Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тушкилсем - шкул лигин чемпионĕсем

19 апреля 2019 г.

Тушкилсем - шкул лигин чемпионĕсем

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шкул волейбол лигин чемпионачĕн суперфинал çĕнтерÿçисене саламланă. Вĕсен йышĕнче яшсем хушшинче малти вырăна тухнă Тушкил команди те пулнă. Чемпиона кубокпа, медаль-дипломсемпе, волейбол мечĕкĕсем парса чысланă. Çапла Шупашкар тата Улатăр хулисенчи волейболистсене иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене хăварма пултарнă пирĕн спортсменсем. Чăнах та, çак вăйă питĕ çивĕч кĕрешÿре иртнине пĕлтерчĕ шкул директорĕ Е.Емельянова.

Тăххăрмĕш чемпионатра Тушкил волейболисчĕсем ялти командăсем хушшинче те çĕнтернĕччĕ. Халĕ, акă, хуларисене те парăнтарма пултарнă. Шкул пухмачĕ кăçал харăсах икĕ кубокпа пуянланнă. Михаил Васильевич чи вăйлă вылякана - Максим Морякова хăй ятĕнчен алла çыхмалли сехет парнеленĕ. Командăна кубок панă май, Владимир Захаров тренера ял ачисем хушшинче волейбола аталантарас, вĕсен сывлăхне çирĕплетес, çамрăксене спорта явăçтарас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас енĕпе вăй-халне шеллеменшĕн тав тунă. Сăмах май, шкул волейбол лигин чемпионатĕнче унăн воспитанникĕсем 2017 çулта виççĕмĕш, 2018 çулта пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Республикăри çамрăксем хушшинче волейбол вăййипе интересленекенсен йышĕ ÿссе пынине палăртнă республика ертÿçи. Шкул лигин чемпионачĕ кăçалхипе 9-мĕш хут иртнĕ, унăн юлашки тапхăрне 17 пин яшпа хĕр хутшăннă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика