Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ертÿçĕн вунтăваттăмĕш çуракийĕ

17 апреля 2019 г.

Патшалахăн техника асăрхăвĕн тĕп инспекторĕ Алексей Терентьев халĕ районти ялхуçалăх предприятийĕсен машина-трактор паркĕсенче ĕçлекенсемпе тăтăшах тĕл пулса тăрать, инженерипе тех­ника службисемпе тăчă çыхăну тытассине тĕпе хурать. Çуракине тухас умĕн вăл хуçалăхсен ертÿçисемпе, механизаторсемпе, юсав звенисен членĕсемпе пĕрле питех те пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса пама хутшăнать. Ара, хирте ĕçлекен машинăсен юсавлăхĕ шанчăклă шайра пулни пулас тыр-пул шăпине кăна мар, акара тăрăшакан ĕçченсен пурнăçĕпе сывлăхне упрассинче те лайăх витĕм кÿрет.

      Çултаклăк пуçламăшĕнчех çÿлерех асăннă инспекцихарпăрлăхăн тĕрлĕ формисенетĕпе хурса ĕçлекенпредприятисенчи машина-трактор паркĕсем аканамĕнлерех хатĕрленнинетĕрĕслес тĕллевпе графиктунăччĕ. Унпа килĕшÿллĕнрайонта ака уйăхĕн 8-
мĕшĕнче çав тĕрĕслев тапхăрĕ пуçланчĕ.

      Сысна ĕрчетекен «Рассвет» АУО предприятири инженерипе техника ĕçченĕ-
сем тата механизаторĕсемрайонта ыттисенчен чи малтан çав тĕрĕслев витĕр
тухрĕç. Вĕсем яваплă тапхăра пур енлĕн тата тĕплĕн хатĕрленни куç кĕрет: кунтипĕтĕм техникана хĕл кунĕсенчех юсавлисен ретнелартнă. Предприяти дирек-
торĕ,Чăваш Республикинялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Руссков çавăншăн техника хуçисенетав турĕ.

      «Трудовик» тата «Путиловка» агрофирмăсенюсавзвенисен членĕсем те хĕллехи кунсенче алăсене уссаларман, вĕсем тыр-пул акмахутшăнакан мĕнпур агрегат-
сене вăхăтра та лайăх пахалăхпа юсанине палăртрĕ
ятарлă комисси.

      Çак эрнери юнкун «Красный партизан» колхозраиртнĕ тĕрĕслев те комиссичленĕсем кăмăлĕнче ырă туйăмсем хăварчĕ. Пучинкесен техника паркĕ – Йĕпреç тăрăхĕнче чипуянни.Асăннă хуçалăхăн паянхи куна 15трактор, çав шутра кустăрмаллисем - 14,прицеп - 8.Техника асăрхавĕн районтиинспекцийĕ юсавçăсен хĕлтапхăрĕнчи ĕçне чăннипех тетивĕçлипе пахаларĕ, тĕрĕслев вĕçленнĕ хыççăн ирттернĕ канашлура АлексейТерентьев тĕп инспекторхăйĕн сăмахĕнче вĕсен тăрăшулăхне «5» паллăпа хакларĕ. Паркри пĕтĕмтехника çурхи хире тухма ирĕк илчĕ.

            Правлении йышăнăвĕпе çĕнĕ çул умĕн Виталий Антонов çамрăка колхозри трактор паркне ертсе пыма шаннă. Вăл чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, колхоз стипендиачĕ пулнă. Тăван тăрăха таврăннă-таврăнманах хĕрÿллĕн ĕçе кÿлĕннĕ. Акă ун тăрăшулăхĕн тĕп кăтартăвĕ: ăна пăхăнакан механизаторсемпе юсавçăсем хăйсене шанса панă тивĕçе чыслăн пурнăçларĕç, яваплă тĕрĕслеве пур енчен те тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илчĕç.

            - Çакна та палăртса хăварăпăр: пучинкесен пракĕ çулленех хальхи йышши çĕнĕ техникăпа пуянланса пынипе пĕрлех ĕçе çамрăк кадрсене йышăннипе те хуçалăх ыттисемшĕн ырă тĕслĕх кăтартать. Паянхи куна илсен, механизторсен вăтам çулĕ 35-40 çултан ытла мар. Юлашки виçĕ çул хушшинче кăна тыр-пул акса тăвакансен çемйине Артем Ефремов, Вячеслав Данилов, Владимир Иванов, Иван Фомин çамрăксем килнĕ.

            «Эпир çуракине тухма пĕтĕмпех хатĕр, - терĕ колхоз ертÿçи, Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Иванов. – Çунтармалли – сĕрмелли япаласем, минерал удобренийĕ кирлĕ чухлех кÿрсе килнĕ, çуртри вăрлăха çителĕклĕ хывса хăварнă, элита вăрлăх туяннă, пысăк тухăç панипе палăрнă «Московская-35» çурхи тулă 5 тонна таранах сутăн илтĕмĕр.

            Кăçал тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсем 1125 гектар çинче пулаççĕ. Çуракинчи ĕç плане, хирте тăрăшакансене ĕçшĕн хавхалантармалли условисене туса хатĕрленĕ. Черетлĕ тĕрĕслеврен ăнăçлă тухасси пирки нимĕнле иккĕленÿ те çук».

            Хамăртан вара çакна кăна хушăпăр: «Красный партизан» колхоз ертÿçи кăçал хирте хăй çак вырăна йышăннăранпа вунтăваттăмĕш çуракине кĕтсе илет.

 

Источник: За победу

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика