Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорта ытларах çынна явăçтарассишĕн

12 апреля 2019 г.

Спорта ытларах çынна явăçтарассишĕн

Йăлана кĕнĕ йĕркепе апрель уйăхĕн-че Тĕмер шкулĕн спортзалĕнче волейбол турнирĕ иртет. Çак вăййа Михаил Хвостова асăнса виçĕ çул ирттереççĕ ĕнтĕ. Михаил Васильевич кунтах шкул пĕтернĕ, лайăх вĕреннĕ, яланах спортпа туслă пулнă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма ыттисене те явăçтарма тăрăшнă вăл. Волейбол, футбол, çăмăл атлетика енĕпе, кире пуканĕ йăтассипе ирттерекен вăйăсенче вăл яланах малтисен шутĕнче пулнă.

Палăртнă вăхăта Тушкил, Тăвай, Тăрмăш, Пуянкасси, Тĕмер командисем пуçтарăнчĕç те.

Спорт ăмăртăвне шкул директорĕ А.Николаева, райадминистрацин вĕренÿ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов, Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Иванов уçрĕç.

М.Хвостовăн мăшăрĕ Елена Ивановнапа унăн ашшĕ Василий Иванович турнира пуçтарăннисене спортра ăнăçусем, çемьере телей, вăрăм кун-çул сунчĕç.

Малалла Мишăн çывăх юлташĕ, çак турнира йĕркелесе ирттерекенĕ С.Ху-мышев сăмах илчĕ, вăйă графикĕпе паллаштарчĕ.

Пухăннисене вылякансем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç, илемлĕ вăйăпа тыткăнларĕç.

Хĕрÿ тытăçура Тушкил команди _ пĕрремĕш, Тăвайпа Тĕмер командисем 2_3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Чи лайăх вылякансене те палăртса хăварчĕç. Вĕсем _ Николай Соловьев, Родион Евдокимов, Валерий Осипов, Валерий Шерне, Владимир Захаров.

Хвостовсен çемйипе унăн тăванĕсем волейбол турнирне ирттерме пулăшнă спонсорсене Сашăпа Сергей Хумышевсене, Борис Алексеева, Тĕмер шкулĕн директорне Альбина Александровнана, физкультура учительне Борис Емельянова, çавăн пекех Г.Катякована, М.Роштовапа Н.Воробьева поварсене тав сăмахĕ калаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика