Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкеке парăнтарма мар, унтан асăрханма ансатрах

12 апреля 2019 г.

ПУРНĂÇРА сиксе тухакан инкек-синкек чылай чухне хамăртанах килет. Çавăнпа та ăна парăнтарма мар, унтан асăрханма ансатрах.

Раççейри МЧС системинче 2019 çула чрезвычайлă лару-тăруран асăрханмалли çулталăк тесе ят пани граждансене уйрăмах вут-кăварпа пулакан пăтăрмахран сыхă тăма хистет. Кун пирки районти ятарлă службăсем ялсене тухса халăхпа, пĕччен пурăнакан ватăсемпе, нумай ачаллă çемьесемпе ăнлантару калаçăвĕсем йĕркелени те пĕлтерĕшлĕ. Çак кунсенче çеç район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Г. Каллин, районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков, районти 26-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Н. Назаров Ишлĕ ял тăрăхне кĕрекен Люля ялĕнче пулса килĕренех профилактика инструктажĕ ирттернĕ. Кун пек рейдпа кашни эрнерех çула тухаççĕ ятарлă служба сотрудникĕсем. Хальхинче вара çак яла çитме сăлтавĕ те пулнă. Темиçе кун каялла çеç кунта арçын çунса вилнĕ. Сăмах май каласан, ку таранччен шута илнĕ 11 пушарта икĕ çыннăн ĕмĕрĕ татăлнă. Çавăнпа та çуркуннехи-çуллахи пушар хăрушлăх тапхăрĕ пуçланнă май, уйрăмах çул çитмен ачасене хăйсем тĕллĕн çеç пăрахса хăвармалла мар.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика