Отдел образования администрации Янтиковского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăй те, вĕренекенĕсем те маттур

07 марта 2019 г.

Хăй те, вĕренекенĕсем те маттур

Сăн ÿкерчĕкре Мучар шкулĕнчи географи вĕрентекен Надежда Муханована куратăр. Чĕрĕк ĕмĕр вăй хурать вăл ачасене тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парас тĕлĕшпе. Аслă категориллĕ учителĕн ачисем олимпиадăсенче çĕнтерÿçĕ-сем пулса тăраççĕ. Надежда Борисовна хăй те районти, республикăри вĕрентекенсен ăсталăхне тĕрĕслекен конкурссене хутшăнать. Кăçал Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ хăш-пĕр предметсемпе вĕрентекенсен професси пултарулăхĕн конкурсне ирттерсе итогсене пĕтĕм-летнĕ. Тĕрлĕ номинацисенче Л.К.Ванерке (Енĕш Нăрваш шкулĕ), Е.Г.Павлова (Тăвай), Т.А.Кузнецова (Элпуç) урокĕ-сем пысăк хака тивĕçнĕ. Мучар шкулĕнчи Н.Б.Муханова «Традициллĕ мар чи лайăх географи урокĕ» номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă.

Вĕренекенсем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, ĕçтешĕсем те хисеплеççĕ Надежда Борисовнана. Пултаруллă ĕçне тивĕçлипе хакланă. Район, регион шайĕнчи Тав хучĕ-семпе Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине парса чысланă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика