Отдел образования администрации Янтиковского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул ачисем музейра

01 марта 2019 г.

Шкул ачисем музейра

Енĕш Нăрваш шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен класĕ-семпе тата учителĕсемпе ялти историпе асăну музейĕн- че пулчĕç.

Унăн заведующийĕ Владимир Петров çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе пĕтĕм чун хĕлхемне панине палăртса хăвармалла. Музейри «Паттăрлăх» тата «Çĕршыва хÿтĕлекенсен» пÿлĕмĕсенче çар тематикипе çыхăннă тĕрлĕ экспонатсемпе, документсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарнă вăл.

Афганистанран совет çарĕ- сене кăларнăранпа 30 çул çитнине тата воин-интернационалистсен кунне халалласа ятарлă мероприяти хатĕрленĕ кунта. 6-7 классенче вĕренекенсем умĕнче ялти культура çурчĕн заведующийĕ Екатерина Кузнецова, Зоя Мижеева библиотекарь Афган вăрçи тата ун çинчен çырса кăтартнă кĕнекесемпе паллаштарнă. Владимир Васильевич Афган вăрçин çулăмĕ витĕр тухнă ентешсем çинче чарăнса тăнă, çавăн пекех ытти çĕршывсенче çар тÿ-пине пурнăçланă салтаксене те аса илсе хăварнă. Шкул ачисем тĕрлĕ альбомсемпе, папкăсемпе интересленнĕ.

Музейра пулнă хыççăн вĕренекенсем воин-интернационалистсене халалласа уçнă палăк умне чечексем хунă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика