Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕшĕ те маттур, пултаруллă

06 апреля 2019 г.

Çак çул Чăваш Ен Пуçлахĕн стилендиачĕсем пулса тăнă пуçаруллă та ăнтăлуллă, пултаруллăта мал ĕмĕтлĕçамрăксем хушшинче пирĕн районти Пучинке вăтам шкулĕнче вĕренекен икĕ маттур каччă та пулни ентешĕмĕрсен чун-чĕрисенче мăнаçлăх туйăмĕ вăратать.

Ятарлă стипендие тивĕçнисем - Антон Анисимовпа Борис Краснов. Вĕсем иккĕшĕ те 11 -мĕш класра вĕренеççĕ, кĕçĕн классенчен пуçласах пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ, шкул, обще­ство пурнăçĕнче яланах хастар, пур çĕрте те малти ретре пулма тăрăшаççĕ.

- Бориспа Антон - мĕн ачаранах уйрăлми туссем, - тет вĕсем пирки сăмах пуçарсан 11-мĕшсен класс ертÿçи Светлана Иванова. - Тăрăшса вĕренеççĕ, пĕр- пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пекех класс, шкул мероприятийĕсене, общество ĕçне хутшăнаççĕ. Пур енĕпе те ак­тивлă. Анчах вĕсене ытларах спорта юратни çирĕп çыхăнтарса тăрать. Вĕсем иккĕшĕ те шкулти ачасен хăйтытăмлăхĕн спорт комитечĕн чи хастар членĕсем. Илемлĕ пултарулăх енĕпе илсессĕн те, концертсемпе кану каçĕсенче хăйсен таланчĕсемпе куракансене тыткăнлаççĕ.

Çамрăксен иккĕшĕн те çитĕнĕвĕсем çав тери курăмлă, кунта класс ертÿçин Светлана Алексеевнăн тата ытти вĕрентекенсен тÿпи те пĕчĕк мар, паллах. Анчах юлашки çулсенче çĕнсе илнĕ хисеп хучĕсемпе дипломсене пăхатăн та, вĕсем спорт енне ытларах туртăннине асăрхатăн. Антон Анисимовăн çитĕнĕвĕсем çинчен уйрăммăн чарăнса тăрас пулсассăн, унăн портфолиора пуçтарăннă мухтав хучĕсене пурне те асăнса та пĕтереймĕн, пухмачĕ, чăн та, çав тери пуян. Вăл кире пуканĕ йăтассипе тата футболла-хоккейла выляссипе хăйĕн ăсталăхне туптасах пырать. 2015 çулта республика хаçачĕн «Хыпарăн» призĕсене çĕнсе илессипе пĕтĕм Раççей шайĕнче кире пуканĕ йăтассипе ирттернĕ уçă чемпионатпа турнирта хăйĕн виçе категорийĕнче 2-мĕш, çав çулах Канаш хулинче Р.Н. Желудкин под­полковнике асăнса ирттернĕ турнирта 1-мĕш вырăнсене йышăннă хыççăн çак спорт енĕпе çине тăрсах хăнăху илме тытăннă. 2016 çулта та ку спорт енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунă. Республикăри шкул ачисем хушшинче кире спорчĕ енĕпе иртнĕăмартусенче 2-мĕш, çав çулах юниорсем хушшинче Чăваш Енре мала тухассипе иртнĕ тупăшура каллех 2-мĕш вы­рăнсене тухнă. Çав çулах çамрăк хоккеистсен «Ылтăн шайба» клубĕн район, рес­публика шайĕнчи тупăшусенче малти вырăнсене йы­шăннă, шкул ачисен Спартакиади шучĕпе «Ылтăн шай­ба» республика ăмăртăвĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн пынă тупăшура та çĕнтерÿ туптанă вĕсен пĕрлештернĕ команди.

2017 çулта пушшех те пысăкрах çĕнтерÿсем тунипе палăрнă Антон Анисимов. Шкул ачисен спартакиадинче кире пуканĕ йатса районта та, республикăра та 1-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Ытти тупăшусене илсессĕн те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Атăл тăрăхĕнчи хуласенчи кирепуканçăсен ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Ю.М. Кисловăн парнисене, хамăр республика кирепукан- çисем хушшинче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Ю.А. Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕăмăртусенче 2-мĕш вырăн­сене йышăннă, «Хыпар» хаçат призёсене çĕнсе илес­сишĕн пынă тупăшусенче 3-мĕш вырăна тухнă. Çав çулах Р.Н. Желудкин под­полковнике асăнса йĕркеленĕăмăртусенче каллех 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Район, республика ăмăртăвĕсене хутшăннăшăн, çитĕнÿсем тунăшăн панă наградăсен шучĕ те çук. Акă иртнĕçул кăна Антон Анисимов 12 наградăна тивĕçнĕ. Çав шутра кире пуканĕ йăтассипе тата хоккейла выляссипе республика шайĕнчи тупăшу­сенче 1-мĕш вырăна тухнă- шăн панă I степень дипломĕсемпе ылтăн медальсем - 6-шар, 2-мĕш вырăн йышăннăшăн панă дипломсемпе кĕмĕл медальсем - 3-шер, 3-мĕш вырăншăн тивĕçнĕIIIстепень дипломĕсемпе пă- хăр медальсем - 3-шер.

     Кунсăр пуçне Антон çамрăк космонавтсен юхăмне те активлă хутшăнать, респуб­лика шайĕнчи зачет сессийĕнче 2-мĕш вырăна тухнă. Антон çăмăл атлетикăна та, футбола та чĕререн кăмăллать. Кунсăр пуçне вăл - во­лонтер та, патриотла юрăсемпе сăвăсен конкурс-фе- стивалĕн хастар участникĕ те, çуллахи каникул вăхăтĕнче тăван колхоз производствинче тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан ĕçчен те.

Ăна хисепленĕ пекех шкулта унăн юлташне Борис Краснова та ытти тус-юлташĕсемпе пĕрлех вĕрентекенсем те питĕ хисеплеççĕ. Çак мухтава, ырă ята вăл кулленхи тăрăшулăхĕпе, ырă кăмăллăхĕпе, тĕлĕнмелле таланчĕпе, хастарлăхĕпе çĕнсе илнĕ. Борис илемлĕ пултарулăх енĕпе уйрăмах аталаннă, вăл - шкулти хаваслисемпе тавçăруллисен клубĕн чи активлă членĕсенчен пĕри, районти КВНсенче кулăш ăсти пулнипе палăрать, вĕсен команди пĕр хутчен çеç мар призлă вырăн­сене тивĕç пулнă. Класс ертÿçи Светлана Алексеевна вĕрентекен предметсене, уй­рăмах географине, питĕ юратать. Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен географи диктанчĕсене кашни çулах хутшă­нать, хăйĕн пĕлĕвне, тавра- курăмне тĕрĕслет.

Борис Краснов - шкулти чи хастар хоккеистсенчен пĕри, кашнинчех «Ылтăн шайба» клуб шкул ачисен Спартакиади шучĕпе ирттерекен тупăшусенче вăй виçнĕ, ялан тенĕ пекех вĕсен команди мала тухнă. Пучинкен ăста та çамрăк хоккеисчĕсем Борис Красновпа Ан­тон Анисимов районăн пĕрлештернĕ командин йышăнче выляса, хамăр республикара мала тухса, Чăваш Ен чысне Сочире иртнĕ пĕтĕм Раççей шайĕнчи ăмăртура хÿтĕлеме тивĕç пулнă. Борис Красновăн 2016 çулта хоккейла выляса, çăмăл ат­летика енĕпе тупăшса 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕшĕн панă дипломсемпе ылтăн ме­дальсем - 3, чупура, футболла выляса тивĕçнĕ 3- мĕш вырăншăн панă дипломсемпе пăхăр медальсем – 3. Кунсăр пуçне вăл «Манăн тă­ван ялăм» сочиненисен кон- курсĕнче, акăлчан чĕлхипе муниципалитет шайĕнчи олимпиадăра призер ятне тивĕçлĕ пулнă. Çав çулах районти «Театр Олимпĕ» смотр-конкурсра, патриотла юрăсемпе сăвăсен конкурс- фестивалĕнче ăсталăхпа па­лăрнă. Сăвва ун пек ăста вулакансем сайра.

Борис Краснов - пур енĕ­пе те пултаруллăçамрăк. Вăл - «Çĕнтерÿ волонтерĕсем» общество юхĕмĕн хас­тар членĕ, республикăри çамрăксем хушшинче «Илемлĕ литературăн çын пурнăçĕнчи ролĕ» темăпа ирттернĕ эссесен конкурсĕн ак­тивлă участникĕ, райоти конкурсра «Арçынсен чи лайăх дуэчĕ» номинаци çĕнтерÿçи, районти хоккей турнирĕнче «Чи лайăх хапхаçă» ята çĕнсе илнĕ хоккеист, вăл - «Ылтăн шайба» клубтупăшĕвĕсен, вырăс чĕлхипе ирт- тернĕ интеллектуаллă вăйăсен çĕнтерÿçи. Волейбол, футбол вăййисенче те чăн- чăн ăсталăх кăтартать, историне, обществознанине юратса вĕренет, олимпиадăсенче ку предметсемпе малти вы­рăнсене йышăнать.

Икĕ тус - Антонпа Борис - хальхи вăхăтра Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытма хатĕрленеççĕ. Хăйсен шкул пĕтерсен пурнăçа кĕртме палăртса хунă тĕллевĕсене çитесси çав тĕрĕслевсенчен мĕнле тухнинчен, балл мĕн чухлĕ пухнинчен нумай килет. Хальлĕхе вăрт- тăнлăхра тытакан ĕмĕчĕсем вара çамрăксен çунатлă, хастарскерсем йывăрлăхсенченчыслăн çĕнтерсе тухĕç.

 

Источник: За победу

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика