Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăçсем ăмăртнă

19 марта 2019 г.

Пулăçсем ăмăртнă

Хĕллехи вăхăтра пулла çÿреме юратакансем хушшинче ăмăрту йĕркелесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Акă иртнĕ канмалли кунсенче пулă тытассипе черетлĕ ăмăрту иртрĕ. Вутлан ялĕ çумĕнчи плотина пурĕ 30-а яхăн пулăçа пуçтарчĕ. Кунта вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсем пулчĕç. Чи малтан пăр шăтарса пĕрремĕш пулă тытассипе Вутлан шкулĕнчи Дмитрий Сергеев палăрчĕ. Ун хыççăн ăмăртусен тĕп тапхăрĕ пуçланчĕ. 3 сехет çурă чăтăмлăха тĕрĕсленĕ хыççăн «Чи нумай пулă тытакан» номинацире Мăн Ямаш шкулĕн ĕçченĕ Геннадий Малов çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна Вутлан шкулĕнчи Сергей Андреев, виççĕмĕшне Элĕк вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Юрий Алексеев тивĕçрĕ. «Чи пысăк пулă» номинацире Вутланти Сергей Андреев çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Пăра шăтарас енĕпе чи маттурри Мăн Ямаш шкулĕн вĕрентекенĕ Евгений Назаров пулчĕ. Çак шкулти Андрей Иванов иккĕмĕш, Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕн тренерĕ Александр Тимофеев виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Пулă тытассипе чи лайăх командăсене те палăртрăмăр. Мăн Ямаш шкулĕн ĕçченĕсем чи лайăх пулăçсем ята çĕнсе илчĕç. Кĕмĕл призерсен йышне Вутлан шкулĕн команди кĕчĕ. Пăхăр медале Элĕк вăтам шкулĕ тивĕçрĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика