Новочурашевское сельское поселение Ибресинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат турнирĕ футбола юратакансене пухрĕ

30 марта 2019 г.

Хаçат турнирĕ футбола юратакансене пухрĕ

Мини-футбол – анлă сарăлнă спорт тĕсĕ, ăна юратакансем хĕлле те, çулла та – çутçанталăк кирек хăш вăхăтенче те – футбола выляама пултараççĕ. Ăна ачасем те, аслă çулсенчи çынсем те кăмăллаççĕ. Илĕртÿллĕ вăйă пурне те сывлăхĕсене çирĕплетме пулăшать, кăмăл – туйăмне çĕклентерсе ярать. Ăна халăх хушшинче популяризацилессине районта тухса тăракан «Çĕнтерÿшĕн» хаçат та хастар хутшăнать. Иртнĕ шăматкун Йĕпреçри физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли «Патвар» спорт комплексĕнче райхаçатăн куçса çÿрекен кубокне тата парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ турнир иртрĕ. Йĕпреç енĕн çыннисен юратнă хаçачĕн кăçалхи уçă турнирĕ мини-футбола кăмăллакансене 25-мĕш йышăнчĕ.

 Юбилейлă турнир питех те интереслĕ тата çивĕч иртрĕ тенине унта хутшăннă кашни фут­болист çирĕплетме пултарĕ паян. Йăпана кĕнĕăмăртун ячĕ республикипех анлă сарăлнă, уçă турнирта хăйсен футболла выляс ăсталăхне тĕрĕслесе пăхас текенсем кашни çулах йышлă пулни те унăн сумне ÿстерет. Хальхинче Шупашкар хулинчен, Канаш, Вăрнар, Элĕк, Комсомольски районĕсенчен пĕрер ко­манда килнĕ Хамăр районтан Йĕпреç хула тăрăхĕ, Пучинке, Эйпеç ял тарăхĕсем пĕрер команда тăратнă. Мини-футбол тупăшăвне пĕтĕмпе 11 команда хутшанчĕ.

Турнира савăнăçлă лару-тăрура уçнăçĕре Йĕпреçри ачасен искусствăсен шкулĕн ташă ушкăнĕ (ертÿçи - ЧР культурăн тава тивĕçлĕĕçченĕ Светлана Баранова) хут­шăнчĕ, вырăс халăх ташшипе савăк кăмăл кÿчĕ. Футбол командисемпе вĕсемшён «чирлеме» килнисем умĕнче район администра- цийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Валерий Гаврилов, «Çĕнтерÿшĕн» ха­çатăн тĕп редакторĕ Константин Алимасов, спорт ветеранĕ Ильгизар Шарипов, Вячеслав Казаков тĕп судья тухса калаçрĕç, футболистсене çитĕнÿсем тума, курма килнисене вара вăхăта интереслĕ ирттерме сунчĕç.

Кĕçех шăпа ярса командăсем хушшинче тĕлпулусем мĕнлерех йĕркеленсе пырассине палăртрĕç. Командăсем 4 ушкăна пайланса вылярĕç. Чăн та, тĕлпулусем çивĕчиртрĕç, мечĕке хапхана кĕртессишĕн тапăçакансем хушшинче хирĕçусем те сиксе тухкаларĕç. Анчах ку вăл туслăх çирĕпленĕвĕн палли кăна. Мĕн калан, кубока пурин те çĕнсе илес килет-çке!

Пĕрремĕш матчра хамĕр районти тата ытти районсенчи прокуратура ĕçченĕсене пĕрлештерекен «Прокуратура» командăпа Канаша хулин «Локомотив» команди вăй виçрĕç. «Прокуратура» 2:1 шутпа çĕнтерчĕ. Унтан Элĕк енчен тата Эйпеç ял тăрăхĕнчен килнĕ командăсем тĕл пулчĕç, элĕксем 4:0 шутпа эйпеçсене «типĕллех» парăнтарчĕç. Шупашкар команди Йĕпреçри 1-мĕш номерлĕ вăтам шкул командине 3:2 шутпа çĕнтерчĕ. Вăрнар районĕн «Калинино» команди Йĕпреçри «Черноречка» командăна 3:1 шут­па парăнтарчĕ. Йĕпреçри 2-мĕш номерлĕ вă­там шкул команди «Локомотивпа» тĕл пулса выляни 3:3 шутпа вĕçленчĕ. Пучинкен «Во­рошилов» команди элĕксенчен 2:1 шутпа выляса илчĕ. Йĕпреçри 1-мĕш номерлĕ шкул команди Комсомольски районĕнчен килнĕ «Тимерчеевăна» 2:6 шутпа выляса ячĕ. Ун­тан комсомольскисен шупашкарсемпе вăй виçмелле пулчĕ. Шел пулин те, ку вăйăа комсомольскисемшĕн юлашки пулчĕ. Кĕçех мини-футбол площадки çинче «Прокурату­ра» тата Йĕпреçри 2-мĕш номерлĕ вăтамшкул команди тĕл пулчĕç, вăйă 5:0 шутпа прокуратура ĕçченĕсен команди çĕнтернипе вĕçленчĕ, пучинкесем вара эйпеçсен командинчен 2:1 шутпа çĕнтерĕве «туртса» илчĕç.

Çурма финалта пĕрре те выляса яманнисем тупăшрĕç. «Прокуратурăпа» «Вороши­лов» командăсем хушшинчи вăйă уйрăмах хĕрÿ иртрĕ, анчах пучинкесен «Ворошилове» хирĕç тапăнса вылякансен хапхине пĕр мечĕк те тапса кĕртеймере, вăйăçапла 1:0 шутпа «Прокуратура» команда çĕтернипе вĕçленчĕ. Вăрнарсен «Калинино» командипе шупашкарсен «Кадыкова» хушшинчи тĕлпулу 3:3 шутпа вĕçленнĕрен çĕнтерÿ кам енче пулассине пенальти татса пачĕ. Кунта вара «Калинино» футболисчĕсем йăрăрах та вăр-вартарах пулчĕç, шăпах вĕсем финалта выляма тивĕçрĕç.

Финалта виççĕмĕш вырăншăн Пучинкен «Ворошиловĕ» Шупашкарти «Кадыковăпа» тупăшса вылярĕ, тĕп хула футболисчĕсене 7:1 шутпа парăнтарчĕ, турнирта виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. «Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн куçса çÿрекен кубокĕшĕн «Прокуратурăпа» «Кали­нино» тупăшрĕç. Вăйă нумай вăхăт хушши 1:1 шутпа тăсăлса пычĕ. Юлашки минутра «Ка­линино» хапхине мечĕк кĕртсе яни «Прокура­тура» командăна кубок выляса илме, I сте­пень дипломне, ылтăн медаль сĕнсе илме май пачĕ. Çапла «Калинино» 2-мĕш вырăнпа кĕмĕл призер пулса тăчĕ.

« Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн тĕп редакторĕ Константин Алимасов çĕнтерÿçĕ командапа призерсене чысласа хаçат парнисемпе наградăларĕ. Судьясен коллегийĕ уйрăм футболистсен хастарлăхĕпе выляс пултарулăхне хак парса хисеплĕ ятсем пама палăртрĕ, «Чи лайăх вайăç»ята «Проку­ратура» командăри Александр Яковлева, «Чи лайăх хапхаçă» ята «Ворошилов» ко­мандăри Александр Еремеева пама йы­шăнчĕ. Вĕсене дипломсемсĕр пуçне «ЧăвашРеспублики» кĕнеке те парнелерĕç.

Ăмăртăвативĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн « Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакцийĕ район администрацийĕн информатизаципе социаллĕ аталану пайĕн тĕп специалист-экспертне Борис Богатырева, Вяче­слав Казаков тĕп судьяна, Иван Андреев тата Сергей Зайцев судьясене, ăмартусен секретарьне Инна Апексеевана, çавăн пекех «Пат­вар» ФОК персоналне тав тăвать.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика