Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун ăшшине парнелер ачасене

02 апреля 2019 г.

Чăваш Енре "Ачасемшĕн, ачалăх ячĕпе" марафона пĕрремĕш хут 1995 çулта йĕркеленĕ. Унтанпа ырă тума васкакансем пухмача сахал мар укçа-тенкĕ кĕртнĕ. Муниципалитетсене кĕнĕ кĕмĕл вара вырăнтах усă курма юлать.

Пухăннă укçа-тенке нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесене, сусăр ачасене, сывлăхран хавшаккисене пулăшма, пултаруллă çамрăксене хавхалантарма, сцена ăстисене, спортра палăрнисене тумсем çĕлеттерсе пама тата ытти тĕллевпе те усă кураççĕ. Çакăншăн мĕн тĕрлĕ савăнаççĕ ырăлăха туякансем.

Тĕнчене ырă тăвасси аслисен тивĕçĕ. Ачасем- пирĕн пуянлăх, малашлăх. Пулăшу кĕтекенсене алă тăсса пама тăрăшмаллах. Çавна май районта апрелĕн 9-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче 11 сехетре марафона чыслă лару-тăрура уçма палăртаççĕ. Унта районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, уйрăм предпринимательсене, кăмăл тăвакансене пурне те чĕнеççĕ. Иртнĕ çул марафон пухмачне ытларах укçа-тенкĕ хывнисене чыслама палăртаççĕ. Уяв концерчĕ пулать.

Марафона кашни çынах хутшăнма пултарать. Хăйсен ырăлăхне кăтартма, ăшшине ыттисемпе пайлама тăрăшакансем сахал мар пирĕн. Ахальтен мар ваттисем "Пĕччен сурать типсех пырать, ушкăн сурать кỹлĕ пулать", тесе каланă. Айтăр-ха, кăçал та хамăр ырăлăха кăтартса кашнийĕ марафон пухмачне май пур таран укçа-тенкĕ хывар. "Раççейри ача-пăча фончĕн" регионти уйрăмĕн реквизичĕсем:

ИНН 2128005408/КПП213001001

Р/с 40703810075220160067

в Чувашском ОСБ № 8613 г? Чебоксары

БИК 049706609:

кор/с 30101810300000000609

 А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика