Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Специалистсем телевиденисĕр хăвармĕç

26 марта 2019 г.

Кĕçех Чăваш Енре аналог телевиденине пĕтĕмĕшле сÿнтерĕç. Анчах та унччен телевизор цифра стандарчĕпе ĕçленипе ĕçлеменнине тĕрĕслемелле. Цифра сигналне йышăнасси телевизортан та килет-çке. Çавăнпа та çĕнĕ йышши приставкăсене туяннă чухне телевизор кивви е çĕнни йышшине те пăхмалла. Цифрăллă телевидени çине куçас тĕлĕшпе йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ паллах. Уйрăмах пĕччен пурăнакан тата аслă ăрури çынсене хальхи йышши ĕç-пуçа ăнланма йывăртарах. Çавăнпа та ку енĕпе пулăшусăр ниепле те май çук. Цифрăллă телевещани сигналне йышăнмалли оборудование телевизор çумне çыхăнтарма, ăна тĕрĕс ĕçлеттерсе яма пулăшас тĕллевпе районта кашни ял тăрăхĕнчех специалистсем тата çамрăк волонтерсем ятарлă вĕренÿ урлă та тухрĕç. Халĕ вĕсем ялсенче килĕрен çÿресе цифрăллă телевидени çине куçмалли йĕркене ăнлантарса парассипе тимлеççĕ. Пулăшу кÿрес тесе иртнĕ кунсенче Питĕшкасси ял тăрăхĕн специалисчĕсем тата библиотека заведующийĕ ку тăрăхри ялсене çитсе килнĕ. Нумай чухне федерацин «вĕри линин» телефонĕ çине цифрăллă сигнал йышăнакан приемника тĕрĕс суйласа илесси пирки шăнкăравласа пĕлеççĕ. Шăпах çак ыйтăва татса парас тата ку енĕпе пĕтĕмĕшле ăнлантарас тесе тăрăшнă вĕсем. Аналог е цифрăллă телевидени пăхнине палăртма йывăрах мар. Енчен те экран çинче кĕтесре федераци телеканалĕн логотипĕпе юнашар «А» сас палли тăрать пулсан, сирĕн телевизор кивĕ йышшисен шутне кĕ- нине е цифра сигналне йышăнакан йĕрке çине куçарманнине, çĕнĕ телевизор пулнине ăнлантарать. Çавăнпа та енчен те цифрăллă эфир вещанийĕ çине куçнă чухне йывăрлăх сиксе тухсан сире çав вăхăтрах ял тăрăхĕн специалисчĕсем е волонтерсем пулăшĕç. Унсăр пуçне талăкĕпех ĕçлекен регионти 8(800) 220-20-02 «вĕри линин» телефонĕпе те шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика