Алдиаровское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял аталанăвĕшĕн тăрăшакан

27 марта 2019 г.

Ял аталанăвĕшĕн тăрăшакан

Ял-йышра ĕçчен те тарават, ял сăн-сăпачĕпе илемĕшĕн тăрăшакан сатур çынсене хисеплеççĕ. Вырăсла вĕсем пирки патриот текен сăмах пур.

Ку ĕнтĕ шăпах Çĕнçырма ялĕнче пурăнакан Владимир Анатольевич Кабаков çинчен тесен те йăнăш пулмĕ. Чăннипех пуçаруçă, хастар çын вăл. Иртен пуçласа каçченех ура çинче ял арçынни. Шкул автобусĕн водителĕ пулнă май, ачасене ялсенчен пĕлÿ çуртне турттарать, тĕрлĕ мероприятисене, ăмăртусене илсе çитерет. Çав вăхăтрах ял çыннисене таса шывпа тивĕçтерет, шыв уçлакан скважинăна пăхса тăрать, юрăхсăра тухнă пăрăхсене вăхăтра саплассипе тимлет.

Иртнĕ çулхи ĕç-пуçа пĕтĕм-летес пулсан, çакăн пек самантсене асăнса хăварнă пулăттăм. Çуркунне çĕр типсе çитиччен Чапаевпа Пушкин урамĕсене çыхăнтаракан кĕпере шпалсем хурса тĕпрен юсарĕç, хăш-пĕр стройматериалĕпе вара Владимир Анатольевич тÿлевсĕ-рех тивĕçтерчĕ. Асар-писер çил вăхăтĕнче Чапаев урамĕн-че йывăçсем ÿксе электролини проводисене татса пĕтерчĕç, пысăк туратсем транспорт çÿ- рекен çула пÿлсе хучĕç. Çутăпа çийĕнчех тивĕçтерес, урама тасатса йĕркене кĕртес ĕç те ял хастарĕ хутшăнмасăр пулмарĕ ун чух. Тирпей-илем ĕçĕсене çывăхра пурăнакансене вăлах явăçтарчĕ.

Ырă ĕçсем туни хавхалану кÿрет ахăртнех ăна. Акă, тепĕр тĕслĕхех илер. Шкулăн гараж тăррине хурал тăракан çынсемпе икĕ кун хушшинче юсарĕç вĕсем, ĕçсене пурнăçлама материалсене В.Кабаков тăрăшнипе туянма май килчĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче ял администрацийĕ пуçаруллă бюджет меслечĕпе Çĕнçырма ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ хăпартса лартрĕ. Кунта республика, вырăнти бюджетсен, çавăн пекех халăх пухнă укçа-тенкĕпе усă курнă. В.А.Кабаков çемйи чи малтисенчен пĕри пĕрлехи ĕçшĕн тĕслĕх пулса 5000 тенкĕ укçа хыврĕ. Унтан объект ни- кĕсне янă кунран пуçласа çурта уçичченех подряд ĕçĕсене тăвакан организаци специалисчĕ-сене пулăшса тăчĕ. Маттуррисене чысланă чух Владимир Анатольевича Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев ырă сăмахсем каласа саламларĕ, Тав çырăвĕ парса чысларĕ (сăн ÿкерчĕкре). Ял пурнăçне хăтлăлатас тĕлĕшпе кăçал çĕнĕ тĕллевсем палăртнă вăл, çăлсемпе вĕсен таврашне тĕпрен тасатса типтерлесшĕн.

Пултаруллă та ял пурнă-çĕшĕн тăрăшакан çын чăннипех те тав сăмахне тивĕçлĕ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429293, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Алдиарово, пер. Набережный-13
Телефон: 8(83548) 2-02-07
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика