Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçсĕррисем – камсем вĕсем?

22 марта 2019 г.

Раççей законодательстви тăрăх, ĕçсĕррисен шутне ĕçлеме пултаракан, анчах та ĕçсĕр тата ĕç укçисĕр, ĕç шыракан тата ĕçпе тивĕçтерекен федераллă службăн органĕсенче регистрациленнĕ çынсене кĕртеççĕ. Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн методики тăрăх, ĕçсĕррисен шутне 15—72 çулсенчи ĕçсĕр /тупăшсăр/, ĕç шыракан /ĕçпе тивĕçтерекен служба пулăшнипе, хаçатри пĕлтерÿсем урлă е организацисем тăрăх çÿресе/, ĕçлеме хатĕр граждансем кĕреççĕ.
Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн йĕрки тăрăх кăнтăрла вĕренекен студентсем, инвалидсем, тулли мар ĕç кунĕ вăй хуракан пенсионерсем ĕçсĕррисен шутне кĕмеççĕ.
Эрнере пĕр сехет те пулин ĕç килĕшĕвĕ тăрăх ĕçлекенсем, хăйсен предприятийĕнче е тăванĕсен организацийĕнче ĕç килĕшĕвĕпе е унсăрах вăй хуракансем, харпăр хăй ĕçĕнче тăрăшакансем, производство кооперативĕсен членĕсем, çемье предприятийĕсенче пулăшакансем, ял тата вăрман хуçалăхĕн продукцине килте туса илекенсем, сунара çÿресе, пулă тытса тупăш тăвакансем, чирлесе вăхăтлăх килте ларакансем, отпускри çынсем, ача 3 çул тултариччен унпа килте ларакансем ĕçсĕррисен шутне кĕмеççĕ.
Çакна тĕпе хурса патшалăх статистика органĕсем ĕçсĕррисен шутне тупса палăртаççĕ те.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика