Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Пирĕн килте кранран шыв юхать. Сирĕн?

26 марта 2019 г.

Районта 2018 çулта тулли мар яваплă "Батыревское ЖКХ" пĕрлешỹ ĕçлеме пуçларĕ. Вĕсен ĕç-хĕлĕпе тата тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе унăн директорĕ- пе А. Айзатулловпа тĕл пултăмăр. Айрат Алимзяновичпа йĕркеленĕ интервью хаçат вулаканĕсем- шĕн те кăсăклă пуласса шанас килет.

- "Батыревское ЖКХ" пĕрлешỹ пĕлтĕр конкурсра çĕнтернĕ хыççăн август уйăхĕнче районти тасату сооруженийĕсене (очистные сооружения) пăхса, юсаса тăрассипе ĕçлеме пуçларĕ. Октябрьте Патăрьелĕнчи халăх патне шыв çитерессипе килĕшỹпе вăй хума тытăнтăмăр. Пĕрлешỹре хальхи вăхăтра 12 çын ĕçлет. Хамăрăн техника пур, кăçал тата туянма палăртнă. Патăрьелĕнчи нумай хваттерлĕ 69 çуртра тата 60 яхăн уйрăм çуртра пурăнакансем -1500 абонент ытларах- пирĕн тивĕçтерỹпе усă курать. Çавăн пекех 50 яхăн юридика сăпачĕсемпе килĕшỹ тунă.

- Кĕр енне коммуналлă хуçалăхра та вăй хумалли çителĕклех: шыв, канализаци пăрăхĕсене пăхмалла, улăштармалла тата ытти те. Эсир мĕнле ĕçсенчен пикентĕр?

- Ĕçе пуçăнсанах таса мар шыва сăхтаракан насуссене çунса кайнăран юсама тиврĕ. "Паттăр" стадион патĕнчи çеç ĕçлетчĕ. Район администрацийĕ пулăшнипе канализаципе насусăн виçĕ станцине, тасату сооруженине çĕнетрĕмĕр. Тасату сооруженийĕ виçĕ лини пулнă, унтан пĕринпе пачах та усă курман. Ăна та ĕçлеттерсе ятăмăр. 20-е яхăн канализаци пуссине юсанă: хупписене лартнă, çавракасен айккисене цементпа хытарнă тата ытти те.

Хваттерсенчен, уйрăм çуртсенчен тухакан каяш шывне тасатма Чулхуларан ятарлă микробсем илсе килсе тасату сооруженийĕсене ятăмăр.

- Крепков урамĕнче пурăнакансем канализаци лайăх ĕçлеменнипе нушаланатчĕç. Кун пирки хаçат редакцине те пĕрре мар шăнкăравланă, статья та пичетленнĕччĕ...

- Асăннă урамри таса мар шыв каякан трассăна вĕртерсе тасатнă, насус вырнаçтарнă. Çывăх вăхăтра канализацин тата икĕ пуссине юсама палăртнă. Çавăн пекех Канаш урамĕнчен "Паттăр" стадиона çити хывнă пăрăха та тирпейленĕ. Хăй вăхăтĕнче автовокзал, "Юхма" пасар, "Пегас" кафе, çăкăр завочĕ, пушар чаçĕ канализаци хывассипе ĕçлеме пикеннĕ пулнă, анчах вĕçлеймен. Çак кунсенче вĕсем пуçăннине, Туслăх урамĕнчи пăрăхсене тасату сооруженийĕ патне тăсса çитерессипе вăй хума пикентĕмĕр.

- Районти халăха таса шывпа тивĕçтерес ĕç еплерех пырать-ши?

- Патăрьелĕнче пурăнакан 1500 яхăн абонент 2010 çултанпа тасатакан станцинчен пăрăх тăрăх пыракан шывпа усă курать. Станцинчи оборудованисем кивелнĕ- рен кранран юхакан шĕвек норматив ыйтнине тивĕçтермест, ăна вĕретмесĕр е фильтр витĕр кăлармасăр ĕçме юрамасть. Унăн пахалăхне лайăхлатмаллах, çавна май пĕлтĕр шывпа ĕçлекен Хусанти патшалăх медицина университечĕн тата "Онега" наукăпа производство предприятийĕн специалисчĕсене район администрацийĕ кунта чĕннĕччĕ. Хальхи вăхăтра станцине çĕнетессипе çыхăннă проект ĕçĕсем тăвассипе тăрăшаççĕ. Çынсем паян та пахалăхлă шывпа усă курччĕр тесе тасатакан фильтрсене улăштартăмăр. 2022 çулта "Таса шыв" программа çĕнĕрен вăй илес шанчăк та пур. Ун чухне Шăмăршă районĕнчи Хырларан килекен шыв ялсене çитмелле.

- Ĕçре йывăрлăхсем те çителĕклех ĕнтĕ... 

-Тĕрĕсех. Абонентсенчен 60 проценчĕ çеç пирĕн тивĕçтерỹпе усă курнăшăн вăхăтра укçа тỹлесе пырать. Ыттисем е килĕсенче çук, е алăкĕсене питĕрсе хураççĕ. Тасату сооруженийĕсене çĕнетесси, канализаци, шыв трассисене юсасси пĕтĕмпех укçа-тенкĕпе çыхăннă, çакна шута илсе ĕçшĕн çийĕнчех татăлса пырсан аван. Çавăн пекех канализацине тем те пĕр пăрахни те пире пăшăрхантарать, уйрăмах пĕчĕк ачасен памперсĕсем час-часах пăрăхсенче пухăнаççĕ. Канализаци пуссисене кирпĕчсем, автомашина кустăрмисен резинисене, хăмасем тата ытти япала та ывăтаççĕ. Çынсем çапла хăтланнине пула насуссем çунса каяççĕ. Вĕсене юсаттарма 30-50 пин тенкĕрен кая мар тухса каять. Пĕр-пĕрне ăнлансан, хисеп- лесен ĕç те ытларах тума пулать-çке.

- Айрат Алимзянович, пĕр-пĕр ыйту сиксе тухсан сирĕнпе ăçта тĕл пулма пулать-ши?

- "Тулли мар яваплă "Батыревское ЖКХ" пĕрлешĕвĕн офисĕ Патăрьелĕнчи бизнес-центрта 102-мĕш кабинетра вырнаçнă е 89051972265, 89373962456 телефон номерĕсемпе шăнкăравлама май пур. Шыв счетчикĕсене улăштармалла е вĕсене лартмалла тата электричествăпа çыхăннă

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика