Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика «цифра» çине куçать

22 марта 2019 г.

Апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республики çĕршывăн ытти регионĕсемпе пĕрлех цифра телевиденийĕ çине куçать. Çавна май проект пулăшнипе республикăн пур ялĕнче те пахалăхлă 20 телеканала тÿлевсĕр пăхма пулать. Телевещанийĕн çĕнĕ тапхăрĕ çине куçасси  мĕнле пулса пыни çинчен Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов каласа пачĕ.

 - «Цифра» çине куçасси эфирлă телевиденин вещанийĕпе кăна çыхăннă. Чи малтанах аналог сигналне сÿнтерме кивĕ тата метрлă антеннăпа усă курса телевизор куракансен хатĕрленмелле, -  терĕ Михаил Владимирович. – Спутник антеннипе усă куракансене ку улшăнусем пырса тивмеççĕ.

Аналог е цифрăллă телевидени пăхнине палăртма йывăр мар. Енчен экран çинче кĕтесре федераци телеканалĕн логотипĕпе юнашар «А» сас палли тăрать пулсан, сирĕн телевизор кивĕ йышшисен шутне кĕнине е пачах та çĕнĕ телевизор (цифра сигналне йышăнакан йĕрке çине куçарманнине)  пулнине ăнлантарать. Мĕн тумалла-ха кун пек чухне? Пĕрремĕшĕ, телевизора характеристики тĕлĕшĕнчен тишкермелле.

_  Хальхи йышши телевизорсенчен чылайăшĕ (2013 çултан пуçласа кăларнисем тата çĕнĕреххисем) цифрăллă эфир телеканалĕсене йышăнма пĕтĕмпех хатĕр. Вĕсем çумне кабельпе усă курса дециметрлă антенна çеç сыпăнтармалла. Унтан меню тăрăх автонастройка ярса каналсене шырамалла, - ăнлантарчĕ министр. – Маларах кăларнă телевизорсем, уйрăмах лампăллисем, цифра формачĕпе ĕçлемесен те пултараççĕ. Ун пек чухне сигнал тытма ятарлă приставка тата дециметрлă антенна кирлĕ пулать.

Сирĕн телевизор DTV-T2 цифра стандартне йышăннипе йышăнманнине пĕлес тесен телевизор çумĕнчи инструкципе е смотрицифру.рф ятарлă сервиспа усă курма май пур. Электроника магазинĕсенче тата почта çыхăну уйрăмĕсенче цифрăллă телесигнала йышăнмалли оборудованисене сутаççĕ.

_  Сахал тупăшлисем тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем цифрăллă приставкăсене тата антеннăсене туяннăшăн компенсаци илме пултараççĕ. Сигнал тытман вырăнта пурăнакансен те çăмăллăх пур: спутник оборудованийĕн хакĕн пĕр пайне тавăрса параççĕ. Çапла майпа вĕсем те çавнашкалах 20 телеканала тÿлевсĕр пăхма пултараççĕ, - хушса каларĕ Михаил Владимирович. – Çак ыйтусене татса паракан нормативлă документа çак кунсенче йышăннă. Социаллă хÿтлĕх пайĕнче компенсацисене илмелли ыйтусене март уйăхĕн вĕçĕнче йышăнма пуçлĕç.

Цифра телевиденийĕ тата ăна мĕнле ĕçлеттермелли çинчен ытларах пĕлес тесен смотрицифру.рф сайтра е 8-800-220-20-02 «хĕрÿ линин» телефонĕпе шăнкăравласа пĕлме пулать.

Цифра телекуравĕ çине куçма волонтерсем те пулăшаççĕ. 1 пин ытла çын ку енĕпе вĕреннĕ те ĕнтĕ. Доброволецсем телевизорăн техника настройкипе тата цифра приставкисене вырнаçтарас тĕлĕшпе йывăрлăх сиксе тухнисем патне   çитеççĕ. Регионти (8352) 26-11-11 «хĕрÿ линин» телефонĕпе шăнкăравласа та заявка хăварма пулать.

А. Иванов

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика