Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Цифрăллă телекурав: меллĕ, тỹлевсĕр, пахалăхлă

19 марта 2019 г.

2019 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче телекурав çĕнĕ меслет - цифрăллă технологи - çине куçĕ. Çавна май район администрацийĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн аналоглă телекуравран цифрăлли çине куçас тĕллевпе районта ĕç ушкăнĕ туса хунă.

Кунсăр пуçне район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен сайчĕсенче, районта тухса тăракан "Авангард" хаçат страницисенче тăтăшах çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ăнлантару ĕçĕсем иртеççĕ, çак тĕллевпе куракансене кирлĕ оборудованисене вырнаçтарма пулăшас, патшалăх программипе килĕшỹллĕн цифрăллă телекурав çăмăллăхне ăнлантарас тĕлĕшпе кашни ял тăрăхĕнче ятарласа вĕрентнĕ волонтерсем ĕçлеççĕ. Акă, 2019 çулхи мартăн 14-мĕшĕ тĕлне ятарлă ушкăн хуçалăхсен 88 процентне çитсе цифрăллă телеэфир стандартне тĕпченĕ. Пĕтĕмлетỹ çакна кăтартса парать: куракансен 72 проценчĕ спутник хатĕрĕпе, 21 проценчĕ цифра приставкипе е DVВ-Т2 телевизорсемпе, 7 проценчĕ аналоглă куравпа усă курать. Çакна та палăртса хăвармалла. Енчен те эсир цифра телекуравĕ валли туяннă оборудование хăвăр вырнаçтараймастăр пулсан "Чăваш Республикинчи РТПЦ" РТРС филиалĕн специалисчĕсем вĕрентнĕ волонтерсем сире çийĕнчех çак ĕçе пурнăçлама пулăшаççĕ. Çак тĕллевпе эсир ял тăрăхне шăнкăравлама е (8352) 26-11-11 ("хĕрỹ лини" телефонĕ) номерпе консультаци илме пултаратăр.

Хаклав

Василий Кудрявцев, Патăрьел, 1 ушкăн инваличĕ:

- Цифрăллă телекурав мелĕ пирĕн пата çитнишĕн питĕ хĕпĕртерĕм. Телевизор çумĕнчи DVВ-Т2 приставка-модульне Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти А. Алякин волонтер килсе вырнаçтарса пачĕ. Халĕ 20 каналпа тĕрлĕрен кăларăм пăхатăп. Телевизор питĕ пахалăхлă кăтартать. Уйрăмах чăваш передачисене кăмăллатăп. Мăшăрăмпа ачасем хальлĕхе спутник антеннипе çыхăнтарнă телевизорпа усă кураççĕ. Ăна та цифрăлли çине куçарасшăн.

Данил Михайлов, волонтер, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул:

- Ку таранччен тĕрлĕ мелпе ĕçленĕ телевизорсене цифрăллă эфир телекуравĕ çине куçарас тĕллевпе эпир шкултан ятарласа пиллĕкĕн вĕрентĕмĕр. Халĕ кашни кунах пенсионерсем, пĕччен пурăнакан ватăсем патĕнче пулса оборудованисене çыхăнтарма пулăшатпăр, унпа усă курмаллине ăнлантаратпăр. Пирĕн ĕçе çынсем кăмăлтан йышăнаççĕ, цифра телекуравĕшĕн пурте хĕпĕртеççĕ.

А. ЕГОРОВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика