Чутеевское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиадăсенче палăрнă

07 марта 2019 г.

Олимпиадăсенче палăрнă

Виçĕ ял ачисем пĕлÿ пухаççĕ Чутей шкулĕнче, пурĕ 64 вĕренекен. Пĕлтĕр вĕренÿ çулĕ умĕн шкулти спортзала тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем иртеççĕ, ял çамрăксем те хаваспах хутшăнаççĕ халĕ. Ачасене вĕри апат çитерессине нормăпа килĕшÿллĕн йĕркелесе çитернĕ. Поварсен ăсталăхĕ пысăк, тутлă пĕçереççĕ. Çакă пĕлÿ пухакансен сывлăхĕпе вĕренÿ шайĕ çинче те палăратех ĕнтĕ.

Виççĕмĕш чĕрĕке ÿсĕмсемпе вĕç-лерĕ шкул коллективĕ. Ачасем муниципалитет тапхăрĕнче предметсен олимпиадисенче палăрчĕç. Ултă хутчен çĕнтерÿçĕ, вунпилĕк хутчен призерсен йышне кĕнĕ. Чи пултаруллисен шутне Мальвина Козлована, Ксения Шамбулинана, Валерия Куприяновапа Антон Куракина (сăн ÿкерчĕкре) кĕртмелле. Вĕсене хатĕрлекен ăста наставниксем - И.М.Васильев, Л.Н.Афонова, Н.К.Филиппова, С.П.Куракина, Л.Г.Краснова, В.В.Шамбулин.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика