Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене палăртнă

22 февраля 2019 г.

 

Районти культработниксем иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетме тата кăçалхи тĕллевсене палăртма Кĕçĕн Таяпари культура çуртне пуçтарăннă.

Фойере вырăнти драма театрĕн членĕн О.Крылован пуканийĕсемпе Т.Зиновьеван ал ĕçĕсен куравĕсене йĕркеленĕ. Вырăнти пултарулăх коллективĕсем хăнасене çăкăр-тăварпа, илемлĕ юрăсем шăрантарса кĕтсе илнĕ.

Канашлăва район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн начальникĕ З.Князева уçнă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Миллин, ЧР культура министрĕн çумĕ Е.Чернова хутшăннă. Районти централизациленĕ клуб тытăмĕн директорĕ М.Демьянова, районти централизациленĕ библиотека тытăмĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С.Сайкина, Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн директорĕ С.Голубева, Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн заведующийĕ Г.Григорьева тухса калаçнă.

Курăмлă ĕçсемпе палăрнă хастар культработниксене палăртасси те тĕп вырăнта пулнă. «2018 çулхи чи лайăх библиотекарь» ята Лаш Таяпари Э.Михеева, «2018 çулхи чи лайăх культработник» ята Тăрăмри культура çурчĕн заведующийĕ Е.Каширина тивĕçнĕ. «Çулталăкри чи лайăх библиотека» – Энтепе библиотеки /ертÿçи Л.Данилова/, «Çулталăкри чи лайăх культура çурчĕ» – Кĕçĕн Таяпан /заведующийĕ Г.Григорьева/.

Юлашкинчен Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

В.АЛЕКСЕЕВА.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика