Новочурашевское сельское поселение Ибресинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канаш хулинчи йĕлтĕр йĕрĕ çинче

27 февраля 2019 г.

Нарăсăн 23-24 мĕш кунĕсенче Канаш хулинче хĕллехи полиатлон енĕпе республикăра мала тухассишĕн пынă ăмăртусене пирĕн райони шкул ачисемпе тĕрлĕ çулсенчи çăмăл алтетсем хутшăннă.

12-13 çулсенчи вĕренекенсен хушшинче Никита Ефремов çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, вăл спортăн пĕрремĕш разряд виçине тултарнă. Унăн тантăшĕсем Артем Григорьевпа Кирилл Герлов тата Никита Димитриев та лайăх кăтартусемпе палăрнă.

14-15 çулсенчи хĕрачасенчен пирĕн командăри Ва­лерия Федоровăпа Екатери­на Владимирова ăнăçлăрах тупăшнă.

16-17 çулсенчи юниоркăсен хушшинче Елизавета Афанасьевапа Анастасия Кротова пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене тухнă.

Вероника Ефремовăпа Александр Пашков - пирĕн районти паллă полиатлонçăсем. Вĕсем Канашра та пысăк çитĕнÿсем тунă, 21-23 çулсенчи йĕлтĕрçĕсен хуш­шинче çĕнтернĕ. Александр Пашков Йĕпреçсен командине чи ытларах очко «парнеленĕ». Унăн кăтартăвĕ Раççей спорт мастерĕн виçине тивĕçтерет. Сăмах майăн, вăл нумай пулмасть кăа çĕршыври ялхуçалăх вузĕсенче вĕренекенсен Новоси­бирск хулинче иртнĕ спартакиадинчен таврăннă, унта, тĕнче чемпионне çеç выляса ярса, иккĕмĕш вырăн йышăннă.

18-20 çулсенче спортсменсен хушшинче те мала тухнисем пур. Николай Чер­нов - иккĕмĕш, Эдуард Паш­ков- виççĕмĕш вырăнсенче.

Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ Александр Ефре­мов ку хутĕнче финиша виçсĕмĕш çитнĕ. Халĕ вăл «Патвар» спорткомплексра тренерта тăрăшать, çамрăксене çĕнĕăмăртусене хатĕрлет.

Ветерансенчен Анато­лий Мусьтаков мала тухнă.

Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх Йĕпреçсен пĕрлештернĕ команди, 1367 очко пухса, чемпионатра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Спорт комплексĕсен тупăшăвĕнче пирĕн команда иккĕмĕш, пĕтĕмĕшле пĕлу паракан шкулсен хушшинче Кĕ­лĕмкасси вăтам шкулĕ виççĕмĕш пулнă.

Источник: За победу

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика