Чутеевское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕ аталанать

01 февраля 2019 г.

Ял тăрăхĕ аталанать

Çак кунсенче Чутей ял тă-рăхĕн пуçлăхĕпе Григорий Петрович Кукловпа тĕл пулса калаçма тӳр килчĕ.

-Пирĕн тĕп тĕллев - çын-семшĕн тăрăшасси, вĕсен пурнăç пахалăхне лайăхлатса пырасси, çамрăксене хăйсен пултарулăхне аталантарма майсем туса парасси. Йышпа пуçăнсан кăна йывăрлăхсене çĕнтерсе курăмлă ĕçсем тума пултарăпăр. Пĕрлĕхре - вăй, тесе ахальтен каламан,- терĕ вăл калаçăвне пуçланă майăн. Чи малтанах ял тăрăхĕн территорийĕнчи ĕç-пуçсем çинче чарăнса тăчĕ, çывăх малашлăхра пурнăçламалли тĕллевсене асăнчĕ.

Икĕ ялĕпе 456 кил хуçалăх шутланать. Пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 4317,3 гектар, çĕр пайĕ-сем 537,46 гектар йышăнаççĕ. Çĕрсен пысăк пайне «Чутеевский» ЯХПКпа «Кубнинский» агрофирма, С.Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕ ĕçлесе хатĕрлеççĕ. Пушă, усăсăр выртакан çĕрсем çук.

Пурнăçăн хăтлă условийĕсене лайăх пахалăхлă çулсемсĕр йĕркелеме май çуккине малти вырăна хурса ĕçлет ял администрацийĕ. Ял хушшипе иртекен Тăвай-Чутей-Кайпăç çула тĕпрен юсаса асфальт сарни пире, ял çыннисене, питех те савăнтарчĕ. Çапла, Чутейри Чапаев урамĕнчи 854 метр çула хута янă, тротуар сарнă. Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче Гагарин урамне 300 м тăршшĕ вак чул сарса хытарнă. Чутейре К.Маркс урамне вак чул хушса сарса йĕркене кĕртнĕ. Шӳпке пĕви урлă кĕпер хывнă, икĕ ялĕнче те пĕчĕк каçма-кĕперсем тунă. Çул-йĕр тăвассипе çыхăннă ыйту малашне те пĕлтерĕш-лисен шутĕнче тăмалла.

Экологи ыйтăвне те пысăк тимлĕх уйăрни ырă сăмаха тивĕç. Урамсенчи ытла çӳллĕ ӳссе кайнă йывăçсене касса типтерленĕ, масарсене тасатнă, унта çĕнĕ хапхасем тунă, пахча тытнă, ăпăр-тапăр тăкма контейнерсем вырнаçтарнă. Ялсем хушшинче таса пултăр тесе çӳп-çап пухмалли хушма вырăнсем тутарнă.

Юлашки çулсенче урамсенче тĕттĕмччĕ. Халĕ вара кашни урамра çутă çунать, энергие перекетлекен лампăсем лартнă. Хĕл кунĕсенче çулсене юртан вăхăтра тасатса тăраççĕ.

Чутейри вăтам шкулта вĕре-некен ачасене пĕлӳ кунĕ умĕн пысăк парне тунă - кунти спортзала тĕпренех юсаса çĕнетнĕ. Халĕ уроксем ирттерме питĕ меллĕ. Ял çамрăкĕсем те тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелеççĕ кунта.

Шыв енĕпе тухса тăракан чăрмавсене вăхăтра пĕтерсе пынине палăртрĕ Григорий Петрович. Иртнĕ çул Çĕнĕ Ишпуçпе Чутейĕнче çĕрĕшнĕ шыв пăрăхĕсене 15 тĕлте юсанă.

Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе пирĕн телейшĕн хăйсен пур-нăçне шеллемесĕр пуç хунă çынсене яланах асра тытма тивĕç эпир. Чутей ялĕнчен 275 çын, Çĕнĕ Ишпуçĕнчен 144 çын фронта тухса кайнă. Чутейри вăтам шкулта тата клубра ял çыннисем, тĕрлĕ çĕрте пурăнакан ентешсем тăрăшнипе «Через года, через века, помните» ятлă стендсем туса çакнă. Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăка çулсерен тирпейлесе тăраççĕ, чечексем лартаççĕ. Çывăх çулсенче Ишпуçĕнчи палăка тĕпрен юсаса çĕнетмелле.

Ял администрацийĕ вăрçăпа тыл ĕçченĕсене юбилейлă датăсемпе саламлассине ырă йăлана кĕртнĕ. Пĕлтĕр Чутейри Зинаида Юркинана, Çĕнĕ Ишпуçĕнчи вăрçă участникне Григорий Морозова, Анна Черновапа Мария Иглована, кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Çĕнĕ Ишпуçĕнчи Аннăпа Нина Волковасене килĕсене кайса чысланă, Раççей Президенчĕн Тав çырăвĕсене панă.

Ялти пурнăçа интереслĕрех тăвасси хамăртан нумай килет. Ял уявĕсене ирттерсе тăма палăртнă. Чутей ялĕ 450 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ праçнике çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан ентешсем чылайăн килсе савăнни те çакна уççăнах çирĕплетет.

2015 çулта Леонид Бараматов пуçарăвĕпе Чутейре туса лартнă чиркӳ ял сăн-сăпатне илем кӳрет. Кунта таврари ялсенчен те çӳреççĕ.

2017 çул вĕçĕнче «Вырăнти культура çурчĕ» проектпа килĕшӳл- лĕн лартнă, тахçантанпа кĕтнĕ 106 вырăнлă çĕнĕ культура керменĕ уçăлчĕ. Кунта чăннипех питĕ хăтлă, музыка инструменчĕсемпе, ку чухнехи оборудованипе, çĕнĕ тумсемпе пуянланчĕ культура вучахĕ. Администраци ял халăхĕн пушă вăхăтне усăллă йĕркелеме пĕтĕм майсем туса пама тăрăшни куçкĕрет. Кашни уйăхрах Шупашкартан чăвашсен паллă эстрада юрăçисем килсе ял тăрăхĕн çыннисене савăнăç кӳреççĕ. Тĕрлĕ кружоксем йĕркеленĕ. Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине мала хурса, шашкăлла, шахматла, теннисла выляма çӳреççĕ. Ялти хĕрарăмсем, пенсие тухнисем те, пушă вăхăтне интересне кура ирттерме пултараççĕ. Клуб çумĕнчи «Кĕтне шевлисем» пултарулăх ушкăнĕ тăтăшах концертсем хатĕрлет. В.Куприянова педагог-ветеран ертсе пынипе «Спорт - пирĕн сывлăх» секци те хăй патне туртать тĕрлĕ ӳсĕм çыннисене.

Кил хуçалăх мĕнле пулни арçынтан килет, унăн хăтлăхĕ - хĕрарăмран, ял сăн-сăпачĕ - пуçлăхран. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче Григорий Петрович Куклов Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçлани 5 çул çитет. Ял халăхĕ çамрăк та хастар ертӳçĕне шанать, татах та тăрăшса ĕçлеме вăй-хал сунать.

                                                                                           З.Иванова 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика