Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Цифрăллă телекуравпа - 20 канал тỹлевсĕр

19 февраля 2019 г.

2019 çулта Раççей патшалăх телерадиокуравĕ цифрăллă технологи çине куçса пĕтет. Ĕçсем федерацин "Раççей Федерацийĕнчи телерадиокуравне 2009-2018 çулсенче аталантарасси" тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн пурнăçланса пынă.

Республикăра цифрăллă телекурав эфирне кăтартма пулăшакан 42 объекта хута янă. Телевидени вышкисем çине пĕрремĕш тата иккĕмĕш мультиплекса трансляцилекен (каналсен пакечĕ) передатчиксем вырнаçтарнă.

Халиччен Чăваш Енре, уйрăмах ялсенче пурăнакансенчен нумайăшĕ 2-3 каналтан ытлашши пăхайман. Проекта пула республикăри çынсен 99,9 проценчĕн хальхи пахалăхлă 20 телеканала курма май пур.

Цифрăллă телекуравăн лайăх енĕсем - пахалăхлă сас тата курăну, нумай канал пулни, абонент тỹлевĕ çукки, оборудование вырнаçтарма çăмăлли. "Цифра" çине куçсан та "Чăваш Ен" Патшалăх телерадиокомпанин çĕнĕ хыпарĕсене, программисене пăхма май пур. Регионăн хушма кăларăмĕсене "Россия 1", "Россия 24" телеканалсемпе курма тата "Радио России" радиостанцин эфирĕнче итлеме пултараççĕ.

Раççейре цифрăллă телекурав çине куçасси темиçе тапхăрпа иртет. Хăш-пĕр регионта аналоглă курава пĕтернĕ. 2019 çулхи июнь уйăхĕнче процесс йăлтах вĕçленет. Чăваш Енре апрелĕн 15-мĕшĕнче ĕçлеме пăрахать. Çавна май куракансен ятарлă приставкăсемпе антеннăсем туянма нумай вăхăт тăрса юлмарĕ.

Улшăнусем кабель тата спутник телевиденийĕсене пырса тĕкĕнмест.

Дециметрлă антеннăсене - 300 тенкĕрен, цифрăллă приставкăсене 900 тенкĕрен пуçласа сутаççĕ. Телевышка миçе çухрăмра вырнаçнине кура пĕрремĕш тата иккĕмĕш мультиплекса тытма тĕрлĕ типлă антенна кирлĕ пулма пултарать. Акă, станцинчен 5 çухрăмри ялсенче пурăнакансене комнатăри антеннăсем те çитеççĕ, 20 çухрăмран инçетереххисен дециметрлă диапозонли кирлĕ. Çавăн пекех ял айлăмра е сăртра ларнине те шута илмелле.

Туяннă оборудованине вырнаçтарма нумай вăхăт, пĕлỹ, хăнăху кирлĕ мар. DVB-T2 модуль (цифрăллă телекурав эфирĕн стандарчĕ) 2013 çултан пуçласа кăлара пуçланă телевизорсенче пур. Вĕсем çумне дециметрлă (пĕтĕм хумлă) антеннăна кабельпе сыпăнтармалла та каналсене менюри автонастройкăпа ямалла. Телевизор çинче DVB-T2 модуль çуккисен антеннăсăр пуçне тата цифрăллă приставка кирлĕ. Кун пек чухне антеннăна приставкăпа, приставкăна телевизорпа сыпăнтармалла.

Чăваш Енри 68 ялта цифрăллă телекуравăн сигналĕсем çитмеççĕ, 15-шĕнче хăш-пĕр çĕрте çеç. Вĕсенче пурăнакансем тỹлевсĕр 20 телеканала спутник урлă пăхма пултараççĕ. Çывăх вăхăтрах республикăри цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви телевиденин спутник операторĕсемпе спутник оборудованийĕсене йỹнĕрехпе сутмалли условисем пирки калаçса татăлать.

Пирĕн районта цифрăллă телекуравăн сигналĕ пур яла та çитет. Вăл пахалăхлă пултăр тесен антеннăсăр пуçне приставка та туянмалла.

Цифрăллă телекурав тата телевизор çумне приставкăсемпе антеннăсене сыпăнтармалли йĕрке пирки тĕплĕнрех пĕлес тесен СМОТРИЦИФРУ.РУ сайта кĕмелле е 8-800-220-20-02 тỹлевсĕр хĕрỹ телефон номерĕпе шăнкăравламалла.

Чăваш Енре пурăнакансем приставкăсемпе антеннăсене почта çыхăну уйрăмĕсенче те туянма пултараççĕ.

О. Бельдекова хатĕрленĕ

РТРС-1 пакетра (пĕрремĕш мультиплекс): "Первый канал", "Россия 1", "Матч ТВ", НТВ, "Пятый канал", "Россия К", "Россия-24", "Карусель", ОТР тата "ТВ Центр". РТРС-2 пакетра (иккĕмĕш мультиплекс): "Рен ТВ", "Спас", СТС, "Домашний", "ТВ-3", "Пятница", "Звезда", "МИР", ТНТ тата "Муз ТВ".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика