Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Театр – асамлă тĕнче

06 февраля 2019 г.

Главная > Культура > Театр – асамлă тĕнче

ТЕАТР – АСАМЛĂ ТĔНЧЕ

Пурте пĕлетпĕр, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăçал пирĕн çĕршывăмăрта Театр çулталăкĕ иртет. Иртнĕ эрнекун районта Театр çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Театр афишăран пуçланать тенĕрен, районти централизациленĕ клуб тытăмĕ умĕнчи пĕлтерÿ хăми çинчи вырăсла çырнă йыхрава иртен-çÿрен пит асăрхасах та каймарĕ пулĕ. Район центрĕн çыннисем уявра йышлăн курăнмарĕç.

Фойене кĕрсен вара уяв сăнне тÿрех асăрхатăн. Елчĕкри халăх музейĕн ĕçченĕсен сăн ÿкерчĕксенчен йĕркеленĕ куравне тишкермесĕр иртме çуках. Унта хамăр тăрăхран тухнă искусство çыннисемпе, вĕсен ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашма пулать. Кунтах Елчĕкри искусство шкулĕнчи Римма Парферьева педагог ертсе пыракан çамрăк ÿнерçĕсем – Елизавета Мурзакаева, Ксения Агеева тата Екатерина Архипова мастер-класс кăтартаççĕ. Алла киçтĕк тытас текенсем те часах тупăнчĕç.

Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем йĕркеленĕ кĕнеке выставки те çĕршыври театрсен историйĕпе паллашма хистерĕ.

Фойерех куракансене юмахри ырă сăнарсем ăшпиллĕн кĕтсе илчĕç. Кунтах Буратино тата Мальвина, Золушка, клоун, хĕвелтухăçĕнчи чиперуксемпе султан… та пур. Лаш Таяпари «Сударушки» ушкăнăн илемлĕ пикисем савăк юрă-кĕвĕ шăрантараççĕ. Уяв хаваслăхпа кĕрлесе тăрать. Кăçал сысна çулталăкĕ пулнăран, виçĕ йăрă та асамлă «сысна çурисем» чупкаласа çÿрени те пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хăйне евĕрлĕ хаваслăхпа илĕртÿлĕх кÿчĕ.

«Театр вешалкăран пуçланать» текен афоризм халăхра анлă сарăлнине шута хуни çийĕнчех курăнчĕ. Райцентрти керменĕн юлашки çулсенче ĕçе кĕртнĕ çĕнĕлĕхĕ вăл – фойере çаккăчсем вырнаçтарни. Çавăнпа та тĕрлĕ халăх юмахĕсенчи сăнарсен тумĕсене тăхăннă гардеробщик-тирпейлÿçĕсем пурне те ăшă та çутă залти çемçе пукансене йышăниччен салтăнма сĕнчĕç.

Малтанах 215 çын вырнаçмалăх зал пушă пулни шиклентерчĕ-ха. Унтан районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ытти яваплă çынсем малти вырăнсене йышăнчĕç. Каярах районти ял тăрăхĕсенчи культура ĕçченĕсем, хăйсем паян пире савăнтаракан сăнарсен çи-пуçĕсене тăхăннăскерсем, зала тултарчĕç. Ахаль куракан культура çуртне сахаллăн çÿренинчен тĕлĕнместпĕр ĕнтĕ. Çак ÿкерчĕк культработниксенчен çулран-çул пысăк тимлĕх ыйтать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче Театр çулталăкĕнче кашни пысăк тата пĕчĕк ялта спектакльсем кăтартассине йĕркелеме тĕллев лартнине, Театр çулталăкĕ чăн-чăн культура марафонне пуçарса ямаллине уççăн палăртрĕ. Апла пулсан ялти культура вучахĕсене сÿнме парас мар, ял çыннине унта кăчăк туртас тесен культура ĕçченĕн çĕнĕлле вăй хума, çанă тавăрма тиветех.

Мероприятие уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин чи малтанах куракансене Театр çулталăкĕпе саламларĕ, кăçал кашни куракан çÿллĕ шайри театр искусствипе киленме, ырă туйăмсемпе савăнма пултарасса шаннине палăртрĕ.

Районта культура отраслĕ çине яланах пысăк тимлĕх уйăрнă тата уйăраççĕ те. Çулсеренех культура çурчĕсенче тĕрлĕ юсав ĕçĕсем ирттереççĕ, çĕнĕ оборудованисемпе пуянлатаççĕ. Юлашки вăхăтра кăна Кĕçĕн Таяпари, Лаш Таяпари, маларах Вырăскассинчи культура çурчĕсене çĕнĕ сăн «çапрĕ». Тÿскелĕнче вара информаципе культура центрĕ çĕкленсе ларни ял халăхне çĕнĕ варкăш илсе кĕчĕ.

Николай Петрович культура сферинче чылай çул тăрăшса пысăк тÿпе хывакан Патреккел халăх хорĕн хормейстерне Геннадий Борисова, Çĕнĕ Пăвари, Тăрăмри культура çурчĕсен ертÿçисене Владимир Доброхотовпа Евдокия Каширинана, Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнчи методика центрĕн заведующине Валентина Портновăна, Елчĕкри централизациленĕ библиотека тытăмĕн ача-пăча уйрăмĕн заведующине Лариса Кудряшовăна район администрацийĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Уявра Канаш епархийĕн 4 округĕн благочиннăйĕ, Елчĕкри Александр Невский чиркÿн настоятелĕ Александр Сенькин протоиерей саламларĕ, пурне те тăнăçлăхра тата килĕшÿре ĕçлесе пурăнма сунчĕ.

Унтан сцена çине юрă-ташă ăстисем, сăвă вулакансем пĕрин хыççăн тепри тухса хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Çавах та «Театр – асамлă тĕнче» тенĕрен хальхинче ытларах вырăнти драма коллективĕсен хăйне евĕрлĕ воспитани паракан, ыррипе усаллине уйăрма, кирек мĕнле лару-тăрăва та тивĕçлипе хак пама вĕрентекен сценкăсем е спектакль сыпăкĕсем курас килчĕ. Куракансен шухăшне тĕпе хунă пулинех йĕркелÿçĕсем, култаракан сценкăсемпе, шухăша яракан сăнарсемпе кăмăллăн паллашрăмăр. Культура çурчĕсен çумĕнчи драма кружокĕсен членĕсем кăна мар, шкулсенчи çамрăк артистсем те ăсталăхĕпе тыткăнлани чун-чĕрене ăшăлăх кÿчĕ. Апла пулсан районти вĕренÿ организацийĕсенче драма кружокĕсем начар мар ĕçлеççĕ. Хăшĕсен чăн-чăн артист пултарулăхĕ пурри тÿрех сисĕнчĕ.

Театр – чун апачĕ, пирĕн пурнăç, унта вылякансем эпир хамăрах. Районта çулсеренех «Юмах патĕнче хăнара», «Театр тĕнчинче» конкурссем иртеççĕ. Елчĕкри халăх театрĕ те куракансене çулсерен çĕнĕ спектакльсем курма йыхравлать. Хальхинче халăх театрĕн артисчĕсем Елена Федорован «Шăпчăк килчĕ пахчана» пьесăн сыпăкĕсене кăтартрĕç. 44 çул хушшинче халăх театрĕ сцена çине кăларнă вун-вун спектакльте вылянă пултаруллă çынсем çинчен, халăх ятне илнĕ театрăн историйĕпе эпир кăçал хамăр хаçат страницисенче сахал мар çутатăпăр.

Театр çулталăкĕ – Куракансен çулталăкĕ те. Çавна май кăçал уйрăмах культура çурчĕсенче халăх хĕвĕшессе, хамăр тăрăхри артистсем кăна мар, хуларисем те пире хăйсен спектаклĕсемпе тыткăнласса шанас килет. Ăс-хакăла, чун-чĕрене пуянлатакан мероприятисем ытларах пулсан пирĕн тăрăшарах ĕçлес, асамлă тĕнчере килĕшÿпе юратура пурăнас килĕ. Театр этем чунĕнче ырăлăха вăратать, кăмăл-туйăма лайăхлатать тесе ахальтен каламан. Уявран кашниех тулли кăмăлпа саланчĕ.

В.СМИРНОВА.
Е.ИГНАТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕнче: уявра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика