Айбечское сельское поселение Ибресинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хоккей коробкине уçрĕç

22 января 2019 г.

 Эйпеç ял тăрахĕнче пурăнакансем çак савăнăçлă саманта – пĕрлехи тăрăшулăхпа, ыр кăмăллă çынсен пуçарулăхĕпе тата нимелле туса лартнă çĕнĕ хоккей коробкине уçасса – чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Нумай пулмасть вара, кăрлачăн 12-мĕшĕнче, вĕсен ĕмĕчĕ тулчĕ, çĕнĕ объекта йышлă халăхпа пĕрле пуçтарăнса ĕçе кĕртрĕç.

 Эйпеçсемпе вăтаелсен савăнăçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов та вĕсемпе пĕрлех пайларĕ. Вăл мероприятие пухăннисене çĕнĕ спорт площадкине уçнă ятпа саламланă май, çамрăксене хĕллехи спорт вăййисемпе çывăх туслашма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сунчĕ.

 Вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Прохоров хоккей коробкине тăвас ĕçе хастар хутшăннă активистсене, спонсорсене, строительсене чĕререн тав турĕ, вăл ку объекта тăвас ĕçе хăй тÿпине хывнă çынсене ятранах асăнса тухрĕ. Вăтаелĕнчи Юрий Степановпа «Пионер» агрофирма директорĕ Николай Николаев та ăшă сăмахсене тивĕçрĕç.

 Чаплă событи пулса иртнипе хĕпĕртенĕ хоккеистсем темиçе командăна пайланса вăй виçсе пăхрĕç. 4 командăран пĕрремĕш вырăна «Михеевсем» команда çĕнсе илчĕ, «Стариксем» команда иккĕмĕш вырăна тухрĕ, виççĕмĕшĕнче – «Фортуна».

Источник: За победу

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, д.Айбечи, ул.Центральная, д.32
Телефон: 8(83538) 2-46-12
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика