Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усăллă «çулçÿрев»

01 февраля 2019 г.

Усăллă «çулçÿрев»

Автомобильсен шучĕ ÿссе пынă майăн çул-йĕр куçăмĕ те вăйланса пырать. Çавăнпа ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси пĕлтерĕшлĕрен пĕлтерĕшлĕ задачăсен шутĕн-че тăрать. Çак проблемăна татса пама пĕчĕк çул çÿрекенсене шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕнчех çÿрев хăрушсăрлăхĕпе ăна пăхăнмалли правилăсене вĕрентни ырă витĕм кÿмелле.

Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача садĕнчи кĕçĕн ушкăнри шăпăрлансем «Çул-йĕр знакĕсем» ятлă çулçÿреве тухрĕç. Чи малтанах ачасем С.Михалковăн «От кареты до ракеты» сăввипе паллашрĕç. Асамлă юмах тĕнчинче вĕсене çул-йĕр наукисен докторĕ Светофор Светофорович кĕтсе илчĕ, ыйтусем парса çул çÿремелли йĕркесене мĕнле пĕлнипе кăсăкланчĕ. Ку тĕлĕшпе тĕрлĕ задани хатĕрленĕ вăл. Пĕчĕк çул çÿревçĕ-сем Незнайкăн ыйтăвĕсене те тĕрĕс хуравларĕç, тупмалли юмахсен тупсăмне пĕлчĕç, правилăсемпе, знаксемпе çыхăннă плакатсемпе паллашса «Светофор», «Автобус çинче» хаваслă вăйăсенче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç аслă юлташĕсене. Транспорт хатĕрĕсен аталанăвĕн историйĕ те интереслентерчĕ ача садне çÿрекенсене. Ку енĕпе презентаци хатĕрленĕ вĕсем валли.

Ачасем çакăн пек мероприятисене питĕ килĕштереççĕ. Вăйăсем урлă нумай çĕннине, усăллине илеççĕ. Ку хутĕнче çул-йĕр правилисене, çул çинчи паллăсене асра тытма тăрăшни палăрчĕ. Светофор Светофорович пурне те призсемпе хавхалантарчĕ. Район администрацине пирĕн ача садне «Мобиллĕ автохула» парнеленĕшĕн тав тăватпăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика