Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллă вĕрентекен

01 февраля 2019 г.

Тăрăшуллă вĕрентекен

Пирĕн районта вĕрентÿ системинче пурĕ 162 педагог шутланать. Вĕсенчен 25 проценчĕ чи аслă категориллĕ, хисеплĕ ятсем илнисем - 12 вĕрентекен. Педагог - пире ăс-тăн паракан, йĕрке-тирпее хăнăхтаракан, çитĕнекен ăрăва воспитани паракан çын. Вĕсен пĕлĕвĕпе опычĕ, йăласен çыхăнулăхĕ тата çĕнетÿ кашни вĕренÿ учрежденийĕсенче çирĕпленнĕ.

Тăвай енри 10 шкултан Йăнтăрчăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ çурчĕ те хăйĕн тивĕçĕсене аван пурнăçласа пырать. 12 педагог ĕçлет унта. Коллектива Раиса Николаевна Илларионова директор ертсе пырать.

-Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, тенĕ аслисем. Çыннăн пурнăç тăршшĕпех ăс-тăн пухмалла. Шăпах пĕлÿ паракан системăра вĕрентеççĕ тата лайăх воспитанипе тивĕçтереççĕ те,-тет вăл, шкулти кашни педагога ырăпа палăртать.

Анна Спиридоновна Степанова ак Йăнтăрчăри вăтам шкулта математика предметне вĕрентет 1994 çултанпа.

Йăнтăрчăрах çуралса ÿснĕ вăл. 1974-1982 çулсенче тăван ялти шкулта лайăх паллăсемпе ăс пухнă. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Тăвайри шкула вăтам пĕлÿ илме çÿренĕ. «Математика, алгебра, геометри вăрттăнлăхĕсем питĕ кăсăклантаратчĕç мана, çавăнпа ку енĕпе вĕрентекен пулма тĕллев тытрăм»,-аса илÿ кĕнекине уçать ăшă пит-куçлă хĕрарăм.

Красноярскри Лесосибирск хулинчи патшалăх педагогика институтĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă Анна Спиридонова, «физикăпа математика учителĕ» специальноçпа аслă пĕлÿллĕ вĕрентекен пулса тăнă.

Асăннă крайри Богучан районĕнчи Такучетри вăтам шкулта ĕçлеме пуçланă 1989 çулта чăваш хĕрĕ. «Физикăпа математика çăмăл предметсем мар, уроксем хыççăн юлса та хамăр умри ыйтусене татса параттăмăр ачасемпе, çамрăк чухне вăхăта шеллемен»,-калаçăвне малалла тăсать А.Степанова учительница.

Тăван ен кашни çыншăн хаклă, килĕнчен аякра пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн Йăнтăрча таврăннă, хавхаланса вĕрентме пуçланă пике, математика предметне юратма хăнăхтарнă ачасене.

-Тăххăрмĕш классен ертÿçи эпĕ, унта пурĕ 13 вĕренекен. Аделина Павлова кăçал стипендиатсен йышне кĕнĕ, питĕ маттурскер, «5» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пырать. П.Ананьев, М.Моисеев, П.Петров, Ю.Петрова - ударниксем. Туслă класс, тĕрлĕ мероприятисене хаваспах хутшăнатпăр, физкультурăпа спорта юратаççĕ вĕренекенсем, сывă пурнăç йĕркине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, Ю.Павлов республикăри ăмăртусенче темиçе хутчен те палăрнă,-тет хĕрарăм.

Тенеялĕнче пурăнать халь А.Степанова. Шел, темиçе çул каялла унăн юратнă мăшăрĕ, Роберт Львович, пурнăçран ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайнă. Виçĕ хĕр Степановсен, пурте вĕренсе пĕтерсе алла диплом илнĕ. Виçĕ мăнук савăнтарать кукамая.

Вĕрентÿре 29 çул ĕнтĕ ырă тĕслĕх кăтартать ырă кăмăллă математик. Ачасен ашшĕ-амăшĕ-сенчен чылай ăшă сăмах илтнĕ 1 категориллĕ вĕрентекен, тĕрлĕ наградăсене тивĕçлĕ пулнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика