Отдел образования администрации Янтиковского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай футболисчĕсем - чемпионсем!

01 февраля 2019 г.

Тăвай футболисчĕсем - чемпионсем!

Иртнĕ эрнере Етĕрнере 2005-2006 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче футболла выляссипе республикăри ăмăртусен финалĕ пулчĕ. «Мини-футбола - шкула» проекта Тăвайри вăтам шкул футболисчĕсем те хутшăнчĕç. Тăвайсем ушкăнри Ишлей, Çĕрпӳ, Çĕмĕрле-6 командăсене 3:0, 3:0, 4:1 шутсемпе çĕнтерсе çăмăллăнах çурма финала çитрĕç. Çурма финалта вĕсем Шупашкарти 61-мĕш шкул футболисчĕ- семпе тĕл пулчĕç. Пирĕн команда шупашкарсене 1:0 шутпа парăнтарса финала тухрĕ. Кунта сĕнтĕрвăррисемпе тĕл пулма тиврĕ. Вăйă тан пычĕ, 1:1 шутпа вĕçленчĕ. Пенальтисен серийĕнче вара ăнăçу каллех тăвайсен енче пулчĕ. Пирĕн команда вратарĕ Денис Лисов пенальтирен тапнă мечĕке тытма пултарчĕ. Çапла вара тăвайсем финалти тĕл пулăва 3:2 шутпа выляса илчĕç. Çакна пирвай никамах та кĕтмен, уйрăмах хула командисем. Чăннипех маттур вылярĕ пирĕн команда, унăн чысне Игорь Кириллов, Николай Обаськин, Яков Никонов, Максим Иванов, Димăпа Денис Лисовсем, Глеб Новиков, Илья Воронцов хӳтĕ-лерĕç. Çĕнтерӳçĕсене медальсем, Николай Обаськина вара (чи лайăх футболист) ятарлă парне тата грамота парса чысларĕç.

Халĕ тăвайсен Атăлçи округри ăмăртусен III тапхăрне хутшăнма хатĕрленмелле. Вăйăсем февралĕн 17-28-мĕшĕсенче Чулхула облаçĕнче иртеççĕ. Пĕтĕм район пултаруллă ачасене ăнăçу сунать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика