Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсем кĕнеке кăларасшăн

12 февраля 2019 г.

Иртнĕ çул республикăри "Пограничное братство" обществăн районти уйрăмĕн хастарĕсем Раççейри чикĕ хуралçисен историйĕ, районти пограничник-ветерансем пирки паха энциклопеди пичетлесе кăларчĕç. Ырă тĕслĕх ыттисемшĕн те витĕмлĕ пулчĕ курăнать. Пархатарлă пуçарăва чăн малтан хапăл тăвакансем районти тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсем пулчĕç. Çак кунсенче вĕсем хăйсен пĕрлешĕвĕн канашĕн черетлĕ пухăвĕнче районти моряксен пурнăçĕпе, историйĕпе çыхăннă кĕнеке кăларма йышăннă. Паянхи куна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вĕсен "çарĕ" те пĕчĕк мар, 300-е яхăн ветеран.

Ырă ĕçĕн шухăшне ырламалла. Вăл сăваплă çеç мар, çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре те пĕлтерĕшлĕ. Анчах çакна та палăртса хăвармалла. Кĕнеке валли кирлĕ информацисем, сăн ỹкерчĕксем пуçтарма вулакансен, тус-юлташăн, пĕлĕшсен пулăшăвĕсĕр йывăр пулĕ. Çавăнпа та иртнĕ ĕмĕрсенче, хальхи вăхăтра тинĕс-çар флотĕнче службăра пулнă салтаксен пурнăçĕ, историйĕ пирки çырса е каласа пани, сăн ỹкерчĕксем тупни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн таврара тинĕс-çар флочĕн пĕрремĕш матросĕ кам пулнă? Çар хĕсметĕнче пысăк награда илнĕ салтаксем камсем? Çакнашкал ыйтусем "Авангард" хаçат тусĕсем пулăшнипе татăлни энциклопедие пуянлатма çеç пулăшĕ. Хăвăрăн шухăшăрсене тата материалсене 8-908-306-93-13 телефон номерĕпе шăнкăравласа е Патăрьелĕнчи ветеринари аптекин хуçине А. Нягина çитерме пултаратăр.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика