Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ чĕнет

09 февраля 2019 г.

Йĕлтĕр йĕрĕ чĕнет

Паян Муркашра «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупу иртет. Кăçалхипе вăл пирĕн çĕршывра 37-мĕш хут пулать.

Муркашра вара йĕлтĕрçĕсем çак старта 2009 çултанпа тухма тытăннă. Республикăри пур районта та «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва уйрăммăн ирттерме пуçлани ăнсăртран мар – çынсем йĕлтĕр спортне килĕштерме пуçланинче, чупу анлă сарăлма тытăннинче. Çавна май 2009 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче республикăра массăллă стартсене пурĕ 36 пин ытла çын хутшăннă. Пирĕн районта çав çул йĕлтĕрçĕсен чупăвĕ икĕ куна тăсăлнă – февралĕн 1415-мĕшĕсенче. Малтанхи кун муркашсем эстафетăра вăй виçнĕ пулсан, иккĕмĕш кун «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2009» стартра пурĕ 71 командăри 711 çын хутшăннă.

2010 çулта та çак массăллă стартсем анлă иртнĕ, мĕншĕн тесен ун чухне йĕлтĕрçĕсем Çăварни уявне, Юратакансен кунне тата Каçармалли куна пĕрле паллă тунă.

2011 (800-е яхăн çын хутшăннă), 2012 (500-е яхăн çын) тата 2013 (550 яхăн çын) çулсенче те йĕлтĕр йĕрĕ çине Муркашра чылаййăн тухнă. Пĕтĕм çĕршыври масстартпа пĕрлех районта çав кунсенче Социализмла Ĕç Геройне Е. Андреева асăнса йĕркеленĕ ăмăртусем те иртнĕ.

2014 çулта Муркашри «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва 700-е яхăн çын хутшăннă. Стартсене Сочири Олимп Вăййисене халаллани нумайăшĕн асран тухман пулĕ.

2015 çулта çак стартсене – 800 ытла, 2016 çулта 700 ытла çын хутшăнни паллă.

Район администрацийĕн сайтĕнчи тата райхаçатри информаци тăрăх, хыççăнхи икĕ çулта та шăп çавăн пек пысăк йышпа тухнине палăртнă. Апла пулсан ялсенче те паян йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма васкăр.

Н. НИКОЛАЕВА.

Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи В. Петров та муркашсене саламлама çитрĕ. Чăваш Республики çĕршыв регионĕсен йĕркинче 21-мĕш регион ячĕпе тăнăран, стартсенчи чи кĕçĕн ачана вăл 21 тесе çырнă  номере парса чыслассине пĕлтерчĕ.

Ăмăртăвăн тĕп судйи - «Сывлăх» спорт шкулĕн директорĕ А. Куликов çанталăк нÿрĕ те çиллĕ пулнăран маларах палăртнă дистанцисене йĕркелÿçĕсем кĕскетме йышăннине пĕлтерчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика